Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Усăллă канашсем
29 Августӑн 2019, 16:32

Начарланма чăрмантаракан çимĕçсем

Начарланма ĕмĕтленетĕр-и? Çирĕп диетăна пăхăнма, спортзалта çичĕ хут тар тухиччен нушаланма та кирлĕ мар — рационран сиенлĕ çимĕçсене çеç кăлармалла.

1. Чипс. Çĕр улми питех усăллă мар, унра крахмал нумай. Чипсра вара усăллă япаласем пачах çук, унра канцерогенсем, ароматизаторсем, çимĕç тутине вăйлатакан «хими», çу нумай. Чипс пĕрмай çисен усал шыçă аталанма пултарать, мăнтăрланасси те инçех мар. Çĕр улми-фри пирки те çакнах каламалла.

2. Газлă пылак шыв. Пĕлетĕр-и: шыва гуашь, сахăр ярса ĕçсен те газировка пек сиенлĕ пулмĕ. Кун пек шывсенче сахăр питĕ нумай.


3. Майонез çиме пăрахăр! Сăмах лавккара туянни пирки пырать. Ăна çимесен пилĕк çинçелнине туятăр. Кетчуп, тĕрлĕ соус пирки те манăр. Вĕсенче те тутăна вăйлатакан япаласем, ароматизаторсем, çусем пур. Вĕсен вырăнне çуллă мар хăйма çиме юрать.


4. Сахăр тата тăвар сахалрах çимелле. Вĕсене «шурă вилĕм» теççĕ. Тăвар организмри шыва кăларма чăрмантарать. Сахăр вара начарланакансемшĕн пĕрремĕш тăшман. Паллах, вĕсене пач çимесĕр пурăнайматăр, анчах виçине чакарăр. Сахăр вырăнне пыл пур ав.


5. Эрех сиенĕ пирки каламалла та мар ĕнтĕ — хăвăрах пĕлетĕр.


6. Кăлпассие, тĕтĕмленĕ çимĕçсене мĕнрен тунине эсир нихăçан та пĕлес çук. Аш-какая тĕтĕмлени, тăварлани ăна вăрах упранма май парать. Паллах, вĕсенчен усси сахал.


7. Маргаринпа, тип çупа ăшалани çимĕçĕн пĕтĕм усăлăхне пĕтерет. Çитменнине, канцерогенсем пулаççĕ.


8. Пылак çимĕçсен йышĕнче чи сиенлисене палăртар: леденец, мармелад, чăмламалли канфет. Чăннипе, вĕсем пĕр татăк тортран та сиенлĕрех, мĕншĕн тесен сăрă, ароматизаторсем пур. Пылак çимесĕр чăтаймастăр-и? Пыл, типĕтнĕ улма-çырла, йÿçĕ шăккалат пулăшĕç.


9. Тин пĕçернĕ булка, шурă çăкăр тутлă паллах, анчах вĕсем организмшăн /начарланакан çыншăн — пушшех те/ усăллă мар, мĕншĕн тесе çăнăха клетчаткăран тасатаççĕ. Лавккара тырра вĕтетмесĕр пĕçернĕ çăкăр таврашĕ суйлăр.

Читайте нас: