Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Усăллă канашсем
12 Сентябрӗн 2019, 22:39

Çамрăк кăмпаçа пĕлме

Çамрăк кăмпаçăсен çак йĕркесене яланах çирĕп пăхăнмалла.

1. Хăвăр пĕлекен кăмпана кăна пухăр.

2. Татса пухнă кăмпасем хушшинче сире иккĕлентерекеннисем пулсан, вĕсене çийĕнчех пăрахăр.

3. Хăвăр иккĕленекен чĕрĕ кăмпана тутанса пăхма ан шутлăр.

4. Пластинкăллă кăмпасене, уйрăмах яка (майра) кăмпасене, тунипех касма тăрăшăр, тунинче пленкăллă ункă çуккине асăрхăр. Пластинкăллă çимелли кăмпасем хушшинче тунари ункă йĕр çак кăмпасен кăна пулать: уплюнкка, çерем кăмпи, сунчăк кăмпи.

5. Çерем кăмпине татнă чухне çакна асăрхăр: ун пластинкăллă йĕрĕ кĕрен е тĕксĕм хăмăр пулмалла (шап-шурри çимелли кăмпа мар).

6. Кăмпана ир-ирех татсан аван, мĕншĕн тесен вĕсем çамрăк пирки чĕрĕлле нумайрах упранаççĕ.

7. Вăрманта çÿренĕ чух тимлĕ хуçа пулăр. Кăмпана тĕпĕпех ан кăклăр, çĕçĕпе тирпейлĕн касма тăрăшăр.

Ун пек туни кăмпана татах аталанма май парать.

Çакна та ан манăр: пĕр тĕпренех темиçе кăмпа тухать, тĕпĕпех кăклани çав выранта ÿснĕ кăмпана пĕтĕмпех пĕтерсе лартни çеç пулать.
Читайте нас: