Хăяр туса илесси питех пăтăрмахлă мар, ăна нумайрах шăвармалла çеç. Чирлемесĕр те тăмасть, паллах. Сăмахран, пахчаçăсенчен нумайăшĕ хăяр çулçи шуралнипе тарăхать.
Хăяр çулçи сывлăм шывĕ (мучнистая роса) ӳкнĕ хыççăн шуралма пуçлать-мĕн. Çак чир хăяра çеç мар, ытти ӳсен-тăрана та сиен кӳрет. Çавăнпа та унпа мĕн чухлĕ хăвăртрах кĕрешетĕн, çавăн чухлĕ хăвăртрах чиртен хăтăлатăн. Асăннă чире питĕ хăвăрт асăрхама пулать, хăяр çулçисем шурă е сăрă тĕспе витĕнеççĕ. Урăхла каласан, çăнăх сапнă пек курăнать.
Çак чир мĕнрен пуçланса каять-ха? Чи малтанах çакна асăрхамалла: хăяр йăранĕ хĕвел сахал ӳкекен çĕрте вырнаçнă пулсан, ăна ытла нумай шăвармалла мар. Сивĕрех кунсенче йăран йĕпе тăрсан та хăяр чире каять.
Асăннă чир ан ертĕр тесен, хăярсене тислĕк шывĕпе чăрăш тăрри (полевой хвощ) пĕçернĕ шыва хутăштарса сапмалла. Енчен те чир шала кайрĕ пулсан наркăмăшлă им-çамсăр ĕç тухмасть.
Енчен те кашни çулах хăярсем çак чирпе чирлеççĕ пулсан, хăяр йăранĕн вырăнне улăштармалла. Пĕр çул хăяр ӳснĕ пулсан, тепринче ыхра акса пăхмалла. Çитменнине тата чирлĕ хăяр çулçисене те, хăярсене те ытти ӳсен-тăран юлашкисемпе хутăштармалла мар. Çитес çул чирлĕ çулçăсем пахчана ан лекчĕр тесе тăрăшмалла.