Ытларах шлепкеллĕ кăмпасене çиеççĕ. Шлепкинче, тунипе танлаштарсан, çиме усăллă япаласем нумайрах.
Кăмпасене пахалăхĕ тĕлĕшпе тăватă пая уйăраççĕ:
пĕрремĕшне çаксем кĕреççĕ: шур кăмпа, хыр кăмпи, кăрăç;
иккĕмĕшне — ăвăс кăмпи, хурăн кăмпи, масла кăмпи;
виççĕмĕшне — мăк кăмпи, майра кăмпи, сар кăмпа, уплюнкка (тунката кăмпи);
тăваттăмĕшне—яка (майра) кăмпа, хĕрлĕ кăрăç, çул-лахи уплюнкка, ут тути т. ыт. те.
Кăмпа — питех те хăвăрт пăсăлакан çимĕç, çавăнпа та ăна татнă кунах тасатса типтерлемелле.
Кăмпана пĕçереççĕ те, ăшалаççĕ те, ÿлĕм валли те хатĕрлеççĕ.
Яшка пĕçернĕ чухне ытларах шурă, ăвăс, хурăн кăмпи-семпе усă кураççĕ. Ыттисем ăшалама, пăспа пĕçерме, тăварлама, типĕтме, маринадлама юрăхлă.
Тăварлама хыр кăмпи, кăрăçсем (хури те, шурри те), сар кăмпа, çерем кăмпи, хĕрлĕ кăрăç, ут тути юрăхлă.
Маринадлама шур кăмпа, масла кăмпи, хурăн кăмпи, ăвăс кăмпи, уплюнкка аван.
Типĕтме шур кăмпа, сайра хутра хурăн кăмпи, ăвăс кăмпи, масла кăмпи, кăтра кăмпасем чи лайăххисем шутланаççĕ.
Типĕтес умĕн вĕсене çÿп-çапран тасатмалла, шывпа çума юрамасть. Кайран утмăл градус чухлĕ вĕри кăмакана е духовкăна хумалла. Шăрăх çанталăкра, çирĕп çип çине шăрçа евĕр тирсе, хĕвел çине çакма та юрать.