Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Усăллă канашсем
18 Сентябрӗн 2019, 12:16

ЧАПĂР - ТĔЛĔНМЕЛЛЕ КУРĂК

Чапăр курăкĕ /чабрец, тимьян/ питĕ хăватлă, тĕрлĕ чиртен сипленме, сывлăха лайăхлатма пулăшать.

Шăнса пăсăлсан. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ярса 30 минут лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат хыççăн 2 апат кашăкĕ шĕвеке 1 чей кашăкĕ пылпа ĕçмелле.

Экзема, çăпан. Вĕтетнĕ 200 грамм чапăра тин вĕренĕ 2 литр шыва ямалла, ăшă вырăнта 2 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Ваннăри вĕри шыва ямалла, унта 15 минут кĕмелле. Сиплев курсĕ - кун сиктерсе 12 ванна. Процедура артритран, подагрăран, ревматизмран сипленнĕ чухне те витĕмлĕ.

Купарча нервĕ шыçсан. Чапăр курăкĕн сĕткенне пĕр виçепе хĕрлĕ эрехпе хутăштарса ыратакан тĕле сĕрмелле.

Ÿт хĕрелсен, шатралансан. Чĕрĕ курăка тасатнă олива çăвне 1:2 шайлашупа ярса 1 уйăх лартмалла. Çăва сиенленнĕ ÿте сĕрсе сипленмелле.

Сахăр диабечĕ, аллерги. 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ курăка 1 стакан шыва ярса 1 минут вĕретмелле. Ăшă вырăнта 1 сехет лартмалла та сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат хыççăн çуршар стакан ĕçмелле.

Бронхит, трахеит, коклюш. Шăнса пăсăлнă чухне сипленме хатĕрленĕ чапăр шĕвекне ирхине, кăнтăрла, каçхине 1-ер апат кашăкĕ /ачасен - 1-ер чей кашăкĕ/ ĕçмелле.

Сывлав органĕсене сиплеме. 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ чапăр курăкне эмальленĕ кастрюльти çур литр шыва ямалла, хупăлчапа витсе 20-25 минут вĕретмелле. Хупăлчине илмелле, пуç çийĕн пысăк ал шăллипе витĕнсе пăсĕпе сывламалла. Процедура хыççăн мăя, кăкăра çăм шарфпа чĕркемелле, 1-2 сехет урама тухмалла мар.

Куç шыçсан ун çине чапăр курăкĕ ярса вĕретнĕ шĕвекре йĕпетнĕ таса пусма хумалла.

Шĕвĕрĕлченрен, хырăм кÿпĕннинчен, холециститран, неврастенирен. Термоса 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ чапăр курăкĕ тата тин вĕренĕ 1 стакан шыв ярса çĕр каçа лартмалла. Ирхине сăрăхтармалла, малтанхи виçине çитерме вĕренĕ шыв хушмалла. Кунне 4 хут апатчен 30 минут маларах чĕрĕкшер стакан ĕçмелле.

Ыйхă вĕçсен çитĕннисене те, ачасене те чĕрĕ чапăр курăкĕ тултарнă минтер çинче çывăрма сĕнеççĕ.

Ар хастарлăхĕ чаксан апата чапăр курăкĕ ытларах хушмалла. Унра арçынсене питĕ кирлĕ цинк нумай. Çавăн пекех кунне 2-3 хут апатчен 30 минут маларах çуршар стакан чапăр курăкĕн шĕвекне ĕçмелле.

Алкоголизмран сипленме. 4 пай вĕтетнĕ чапăр курăкне 1 пай шурă армутипе /полынь горькая/ хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха 1 стакан шыва ярса 5 минут вĕретмелле, сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ 2-3 уйăх ĕçмелле. Чылайăшĕн эрех патне туртăм пĕтет.

Грипран хÿтĕленме. 3 апат кашăкĕ вĕтетнĕ чапăра çур стакан ытларах шурă эрехе ямалла, лайăх силлесе илмелле те тĕттĕм вырăна 14 куна лартмалла. Усă курас умĕн сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Кунне 3 хут апат хыççăн 1 апат кашăкĕ шыва 10-15 тумлам настойка ярса ĕçмелле. 2 эрне сипленмелле.

Вăрах колит тата уйăх хушши вăхăтĕнче ыратни аптратсан. Чапăр курăкне çумалла, типĕтмелле, аш арманĕпе авăртмалла, шывпа хутăштармалла /1 килограмм чапăр, 1 стакан шыв/, 1,5 сехет лартмалла, пăчăртаса сĕткенне юхтармалла. Настойка хатĕрлеме сĕткене стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ шурă эрех ямалла. Малтанхи 10 кун апатчен 1 сехет маларах 5 апат кашăкĕ шыва 1 чей кашăкĕ настойка хушса ĕçмелле. Тата 10 кун - виçене 2 хут пысăклатса, 21 кунран пуçласа 3 хут ÿстерсе ĕçмелле. Сиплев курсĕ 2 уйăх. Настойкăна сивĕ вырăнта çулталăк таран упрама юрать.

Хĕрарăмсен çăмарталăхпа ар кĕпçи шыçсан. Чĕрĕ чапăр курăкне вĕтетмелле, пир хутаçа тултарса хырăм айне пĕр сехете хумалла.

Ĕмĕртекен амăшĕнне чапăр сĕт туса кăларассине вăйлатать, ăна пепкене пыршăлăх чикенĕнчен хÿтĕлекен паха япаласемпе пуянлатать.

Пилĕк невралгийĕ аптратсан. 2 апат кашăкĕ чапăр курăкне тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, сивĕнсен сăрăхтармалла. Ăшă шĕвеке кунне 4 хут çуршар стакан ĕçмелле.

Асăрханăр!


Чапăр курăкĕпе хырăмлăхпа вун ик пумăклă пыршă язви, пиелонефрит, гепатит, мĕлтлетекен аритми тертлентерсен, щит евĕрлĕ пар ĕçĕ тата пуç миминчи юн çаврăнăшĕ пăсăлсан усă курма юрамасть.

Çак курăкран хатĕрленĕ пăс ваннипе чĕрепе юн тымарĕсен, инфекци чирĕсем, бронх астми аптратсан сипленмелле мар.

Ача кĕтекен хĕрарăмсен чапăр чейĕ ĕçмесен лайăхрах, мĕншĕн тесен çак курăк амалăх мускулатурине хутлатма пултарать.

Читайте нас: