Ĕлĕкхи халапсенче усал вăйсене, асам-тухатăва ыхра тасатать тени те унăн микробсемпе кĕрешес витĕмлĕхĕпех çыхăнтарма пулать-тĕр. Çынсем ыхрапа усă куракансем сахалрах чирленине, çирĕп сывлăхлине асăрханă: тĕлĕнтермĕш хăват пур тесе ĕненнĕ. 19-мĕш ĕмĕрте Луи Пастер ăсчах ыхра инфекцие хирĕç витĕмлĕ пулнине наука енчен çирĕплетнĕ.
Ыхрари аллиин вещество каснă майăн аллицина çаврăнса пенициллин пекех микробсене пĕтернине наука 20-мĕш ĕмĕрте çирĕплетнĕ.
Ыхра кăмпа чирĕсенчен те, шĕвĕрĕлченрен хăтăлма та пулăшать. Суханпа танлаштарсан ыхра гастрит-язва чирĕсемпе нушаланакансемшĕн те юрăхлă. Ыхра хырăмлăха сиен кÿмест.
Ыхра пысăк пылаклăхлă пахчаçимĕçсен йышĕнче. Унăн сĕткенĕнче 20: сахăр пулнине палăртаççĕ ăсчахсем. Ыхрара аллиин - чĕпĕтекен япала - нумай. Çавна пула эпир ыхра пылаклăхне туяймастпăр.