Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Усăллă канашсем
25 Ноябрӗн 2019, 23:17

ÇАМРĂКЛАТАТЬ ŸТЕ ... КАВĂН

Çил çинче кушăрханă ÿте çемçетме шывра пĕçернĕ 2 апат кашăкĕ кавăн ăшне 1 апат кашăкĕ олива çăвĕпе е ытти тип çупа хутăштармалла. Пите сĕрмелле. 20 минутран ăшă шывпа çуса тасатмалла.

Тутлăхлă маска. 2-3 апат кашăкĕ пĕçернĕ кавăн пăттине 1 çăмарта саррипе тата 1 чей кашăкĕ пылпа хутăштармалла. Ăшă маскăна пите сĕрмелле, 10-15 минутран сивĕрех шывпа çуса тасатмалла. Маска витĕмне вăйлатма ăна сĕрес умĕн пит çине 2-3 минута вĕри компресс хурсан лайăх.

Пÿрлешкерен, хура пăнчăллă тар шăтăкĕсенчен. Пĕр касăк пĕçернĕ кавăна тÿмелле, 1 чей кашăкĕ лимон сĕткенĕпе тата 2 чей кашăкĕ водород перекиçĕпе хутăштарса пите сĕрмелле.

Пиçĕлĕхе вăйлатакан маска. Теркăланă чĕрĕ кавăна марльăпа пит çине 20-30 минута хумалла, унтан сивĕрех шывпа çуса тасатмалла. Маскăна эрнере 2-3 хут хумалла. Курс - 10 процедура.

Уçăлтаракан маска. Кавăнăн хуппинчен тасатнă тĕшшине 2 апат кашăкĕ илсе тÿмелле, тин вĕренĕ çур стакан шыва ямалла. Çăраличченех вĕретмелле. Кăштах сивĕнсен пите сĕрмелле, 15-20 минутран ăшă шывра йĕпетнĕ мамăкпа тасатмалла.

Ачаш ÿт валли. 2 апат кашăкĕ кавăн сĕткенне 1 çăмарта саррипе, 1 чей кашăкĕ пылпа, 1 чей кашăкĕ олива çăвĕпе, 1 чей кашăкĕ сĕлĕ çăнăхĕпе хутăштармалла. Маскăна пите сĕрмелле, 15 минутран ăшă шывпа çуса тасатмалла.

Ÿт тăртансан. Пĕçернĕ вĕри кавăна нимĕрлемелле, пыл хушса пăтратмалла. Ăшă хутăша марля çине хумалла, унпа пите витмелле. 15-20 минутран ăшă шывпа çуса тасатмалла. Çак компресс ÿте лайăх ăшăтать, тĕртĕмсенчи ытлашши шыва кăларать.

Читайте нас: