Симӗс чей сорчӗсенче С витамин нумай, анчах та ҫутҫанталӑкӑн сивӗ вӑхӑтӗнче ҫакӑҫителӗксӗр, палӑртнӑ специалист.
Хура чей ҫыннӑн организмне В группа витаминӗсемпе тивӗҫтерет, ҫавӑнпа та хура чей ӗҫмелле. Усси тата та пысӑкрах пултӑр тесен Елизавета Тихонова чей ӗҫне чухне пӗр татӑк лимон хушма сӗнет — ҫавна май хура чей С витаминпа тата В группа витаминӗсемпе пуянланать. Паллах, калаҫу синтетика ароматизаторӗсемлӗ тата тутӑ кӗртекен добавкӑсем хутӑштарнӑ чей пирки пымасть, палӑртнӑ эксперт.
«Кун пек йышши чей — чей мар ӗнтӗ. Ҫакӑ ӗҫмелли шӗвек ҫеҫ. Ку цикорийпе кофене танлаштарнӑ пек», — шутлать Елизавета Тихонова. Кун пек чейӗн профилактика тата сиплев пахалӑхӗ ҫук.
«Башинформ» ИА материалӗсем тӑрӑх.