Пĕтĕ ĕнене таса тытмалла. Çак тĕллевпе унăн хыçалти пайне тата чĕрнине креолинăн, лизолăн 2 процентлă е марганцовкăн 0,1 процентлă шĕвекĕпе сăтăрмалла.
Пăрулама вăхăт çитсен пĕр кун маларах выльăха тепĕр хут марганцовка шĕвекĕпе сăтăрмалла. Витери ай сарăма типпипе ялан улăштарса тăмалла. Сывă ĕне нумай чухне çăмăллăн пăрулать, çапах та ăна яланах пăхса тăма ÿркенмелле мар.
Амăш варĕнчен тин çеç тухнă пăрăва улăм сарса таса брезент е пир çине хумалла. Çăварĕнчи тата сăмсинчи йăлмакана таса мунчалааа сăтăрса илмелле. Унтан пăрăвăн пуçне тата куçне тасатмалла. Кăвапин çиппи татăлса ÿкмен-тĕк, хырăм тĕлĕнче 10—12 сантиметр хăварса таса хачăпа татмалла. Каснă вырăнти юна пусса кăлармалла та йодăпа тĕксе илмелле.
Ĕнене пăрăва çулама чармалла мар. Пăрăва амăшĕ çывăхнерех памалла. Пăрăва çуласа ĕне пĕчĕкскерĕн ÿтне тасатать. Тин çеç çут тĕнчене килнĕ чун типсен ăна таса, типĕ, ăшă пÿлĕме куçармалла.
Пăруланă ĕне канса илнĕ хыççăн унăн хыçалти урисене, çилли патĕнчи хырăм айне, çиллине ăшă шывпа, супăньпе çумалла. Унтан пусмапа лайăх шăлса типĕтмелле. Вараланнă ай сарăма çийĕнчех улăштармалла.
Пăруланă хыççăн 30—40 минутран ĕнене ăшă шыв ĕçтермелле. Тепĕр 1-1,5 сехетрен (унтан кая юлмалла мар) сумалла, сĕте пăрăва памалла. Тин çеç пăруланă ĕнене талăкра 5—6 хутран кая мар сума тÿр килет.
Рациона мĕнле апат кĕртни те пĕлтерĕшлĕ. Иккĕмĕш кунхине тырă хывăхне шывпа хутăштарса нимĕр туса памалла, анчах 1 килограмм ытла мар. Кайранхи 3-4 кун хушшинче пăтă виçине 1,5-2 килограма çити ÿстермелле. Пăруланă хыççăн 20—30 кун иртсен ĕнене яланхи рацион çине куçармалла.