Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Усăллă канашсем
4 Нарӑсӑн 2020, 21:44

Уксуспа пĕлсе усă курăр

Сĕтел çине витмелли клеенка час ан кивелтĕр тесен, ăна вăхăтран вăхăта уксус янă шывпа сăтăрсах тăмалла.Ик-виç тумлам уксус янă шывра пĕçерсен çĕрулми саланмасть.

Çырла сĕткенĕпе вараланнă кĕпе-тумтире, çавнашкалах пальто, пиншак, кофта çухисене тасатнă чух уксуспа усă курма пулать, вĕсем аван тасалаççĕ.
Куçкĕски, чÿрече кантăкĕ тата мĕнпур кантăк япаласем çунă хыççăн юлашкинчен уксуслă шывра чÿхесен йăлтăртатакан пулаççĕ.
Тĕксĕмленнĕ алюмини савăт-сапана уксуспа йĕпетнĕ ваткăпа тасатмалла.
Шанса типе пуçланă симĕс ÿсентăрансене уксуслă шыва ярсан — çийĕнчех чĕрĕлеççĕ.
Пăсăлма е шăршланма пуçланă аша уксус янă шывра чÿхĕр. Аш пĕçерме юрăхлă пулать.
Селедка тасатнă хыççăн алла кăштах уксус тумлатнă шывра чÿхесен — шăршă юлмасть.
Вăхăтран вăхăта тĕпелти çÿлĕксемпе буфета ырă мар шăршă лекесрен уксуслă шывпа сăтăрмалла.
Пуçа çунă хыççăн юлашкинчен уксус тумлатнă ăшă шывпа чÿхесен — çÿç йăлтăртатакан пулать.
Хĕрлĕ кăшманăн тĕсĕ улшăнасран пĕçернĕ чухне савăта икĕ-виçĕ тумлам уксус яраççĕ.
Хĕрлĕ кăшман темĕн чухлĕ вĕретсен те хытă пулать. Çур сехете яхăн пĕçернĕ хыççăн вунă-вунпилĕк минутлăха сивĕ шыва ярса лартсан тин çемçелсе çитет.
Пулă е тăварланă купăста тытса усранă савăт-сапана литр шыв пуçне икĕ-виçĕ чей кашăкĕ уксус ярса хутăш-тарнă вĕри шывпа чÿхесе тăкăр.
vulacv.wordpress.com
Читайте нас: