Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Усăллă канашсем
5 Нарӑсӑн 2020, 16:21

Пахчаçăн февральте тумалли ĕçсем

Февралĕн юлашки кунĕсенче улма-çырла йывăçĕсен «кану» тапхăрĕ вĕçленсе пырать. Çанталăк пĕрехмай улшăннине пула —пĕрре сивĕтет, тепре ăшăтса пăрахать — улмуççи, груша, слива йывăçĕсем тавралла юр купаласа хăварни усăллă.

Уйрăмах ăшă тăнă кунсенче юр купи ирĕлет, тĕп туна çывăхĕнче юр хавшаса юлать. Кăшлакан чĕрчунсем, çакăнпа усă курса, улмуççи патне çул туса хураççĕ – çакна шута илсе, тĕп туна патĕнчи юра вăхăтран-вăхăта таптасах тăмалла.

Улмуççи сивĕпе аманнине тĕрĕслесе пăхма пулать: тураттине касса илĕр те шыва лартăр. Çичĕ-сакăр кун иртсен, йăлтах паллă: турат хĕллехи сивĕпе аманнă-тăк, унăн папки — хуп-хура, аманман туратăн — ешĕл пулать.

Уйăх вĕçнелле улма-çырла йывăçĕсен тунине сăрлама тăрăшмалла. Ăна тума вунă литр шыв пуçне икĕ килограмм акшар (известь), çĕр грамм пăхăр купоросĕ, çавăн чухлех столяр клейĕ кирлĕ.

(Вула чăвашла сайтран).

Читайте нас: