Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Усăллă канашсем
24 Нарӑсӑн 2020, 17:44

ТОП-çимĕçсем

Сывлăхлă тата илемлĕ пулас тесен усăллă çимĕç ăша ямалла. Чи паха çимĕçсен списокĕпе паллашма сĕнетпĕр.

Алоэ вера. Вăл вируссене, бактерисене пĕтерет, ÿте тасатать. Сĕткене пите сĕрмелле, 10 минутран çумалла.
Апат соди. Пыр хĕртнине ирттерет. Унпа çăвара, шăл тасатма пулать. Хăшĕ-пĕри унпа скраб евĕр усă курать. Пыр хĕртнине ирттерес тесен çур чей кашăкĕ содăна 1 стакан шыва ямалла, ăна выçă хырăмла ĕçмелле.
Куркума. Унпа ĕлĕкех шăнса пăсăлсан, суранлансан усă курнă. Унри куркумин усал шыçă клеткисене пĕтерет. Куркумана шывпа е сĕтпе ĕçме, ÿте сĕрме пулать.
Ыхра. Вируссене, бактерисене пĕтерет. Ăна чей евĕр те вĕретме пулать, пылакрах пултăр тесен пыл хушмалла.
Импĕр. Вар-хырăм пăсăлсан, кăмăл пăтрансан çимелле. Вăл иммунитета çирĕплетет, антиоксидантпа питĕ пуян.
Пыл. Шăнса пăсăлсан, аллергипе аптăрасан пулăшать. Ÿте нÿрлентерет. Пыла чейе, ăшă шыва ярса ĕçмелле.
Лимон. Апат ирĕлтерекен тытăма лайăх ĕçлеттерет, çавна май начарланма пулать. Лимон хушнă шыва ирхине ĕçме сĕнеççĕ — вăл вăй-хал хушать, токсинсене кăларать.
Сухан. Иммунитета çирĕплетекен çимĕç. Вăл ÿслĕке ирттерме, организмран токсинсене кăларма пулăшать. Шăнса пăсăлсан, ÿслĕк ерсен суханран чей вĕретĕр.
Пан улми уксусĕ. Вăл япаласен ылмашăнăвне хăвăртлатать, çавна май начарланма пулать. Анчах ăна ĕçиччен шывпа хутăштармалла.
Грек йогурчĕ. Унра пыршăлăх микрофлоришĕн усăллă бактерисем пур. Кунсăр пуçне йогурт пребиотиксемпе пуян, вĕсем вара вар-хырăм хытасран лайăх.
Пĕтнĕк. Вăл сунас ерсен, кăмăл пăтрансан пулăшать. Депресси пуçлансан, иммун тытăмĕ хавшасан пĕтнĕк чейĕ вĕретсе ĕçмелле.
Тмин. Çак çимĕç апат ирĕлтерекен тытăма хăвăрт ĕçлеттерет. Эппин, начарланас текенсемшĕн вăл питĕ усăллă. Вĕтетнĕ тмина апата ямалла е чей пек вĕретсе ĕçмелле.
Корица. Ăсчахсем палăртнă тăрăх, 26 техĕмлĕхрен корицăра — чи нумай антиоксидант. Вĕтетнĕ корицăна кофĕне е чейе ярăр. Ăшă шыва пыл, корица хушса ĕçме те ан манăр. Ку шĕвек уйрăмах халĕ питĕ кирлĕ — ара, чир-чĕр сарăлнă вăхăт-çке-ха.
Сĕлĕ. Çур стакан сĕлĕре 13 грамм белок пур, ку хырăм выçнине ирттерме пулăшать. Стаканăн ¼ пайĕнче организма пĕр талăкра кирлĕ марганец пур. Сĕлĕ антиоксидантсемпе, Е витаминпа та пуян. Ирхине улма-çырла хушнă сĕлĕ пăтти çисен питĕ аван.
Олива çăвĕ. Вăтаçĕр тинĕсе çыннисем мĕншĕн нумай пурăннине пĕлетĕр-и? Вĕсен сĕтелĕ çинче олива çăвĕ пĕрмаях пур. Аш-какая, пахча çимĕçе олива çăвĕ ярса пĕçерĕр.
Читайте нас: