Томат нÿрлĕ тăпрана юратать, анчах шыв рассада ещĕкĕнче ытлашши пулсан та юрамасть, мĕншĕн тесен ытлашши шывран сероводород йĕркеленет, вара рассада тымарĕ çĕрет. Енчен те çĕрме пуçласан, тымар патне кислород лекмест, вара калчасене нимĕн те çăлса хăвараймасть. Ытлашши хĕвел пулни те килĕшмест ÿсентăрана, çавăнпа чÿречесене тÿрĕ хĕвел пайăркисенчен кăштах сулхăн тумалла.
Хĕлле пÿлĕмри температура батарейăсене пула ытла типсе каять. Помидор çакна юратмасть, витĕр çил çÿрени (сквозняк) те начар.
Енчен те микроклимат условийĕсене пурне те пăхăннă пулсан та калча хăрать пулсан, вăл чирлет — вĕсен хура (черная) ножка, фузариоз тата çĕрĕк пулать.
Тăпрана малтан марганцовка шывĕпе шăвармалла е духовкăра хĕртмелле.
Черная ножка текен чир мĕншĕн пулать?
Чи малтан — сывлăш е тăпра ытлашши нÿрлĕ пулнăран. Унтан калчасем çăра пулнăран, сывлăша уçăмланманран, çутă çитменрен.
Енчен те рассадăн ытларах пайĕ хăрса пĕтнĕ пулсан, юлнине хăвăртрах урăх тăпрана куçарса лартмалла. Томатсене сиплемелле. Ятарлă тарусем илмелле е килти хатĕрсемпе усă курмалла.
2—3 мл сий таран кĕл е хăрăм сапмалла.
Чей калекĕ содăна пĕр стакан шывра пăтратмалла та эрнере пĕрре шăвармалла.
Çур стакан сухан хуппине литр шыв ямалла, вĕретме кĕртмелле, 20— 30 минут пĕçермелле. Пулнă шĕвеке сивĕтмелле те 6 кунра пĕр хут помидор рассадине шăвармалла.
Медный купороса (4 г) 1 л шывра ирĕлтермелле те тăпрана пĕрĕхтермелле.
Вăй сая ан кайтăр тесен, тăрăшмалла пулать.