Вăрлăх 2-3 çул упранни пулсан лайăхрах, мĕншĕн тесен пĕлтĕрхи вăрлăхран пуш çеçкесем ытларах пулаççĕ.
Енчен те теплица валли рассада тăвас тетĕр пулсан, 10-11 см диаметрлă савăтпа усă курмалла, вĕсене пĕрер пĕрчĕ вăрлăх чикмелле. Енчен те уçă йăрана лартма валли пулсан — кашнине 2-3 пĕрчĕ чикмелле, каярахпа начартараххине çăлса пăрахмалла. Хăяр акнă савăта çиелтен пленкăпа витмелле те ăшă вырăна лартмалла— нÿрĕ сахалрах пĕтет. Лайăх вăрлăх 24-26 градус ăшăра 3-5 кунран шăтса тухмалла. Шăваракан шыв та лĕп пулмалла. Калча шăтса тухсан, савăта чи çутă чÿрече ани çине лартмалла, сывлăш температури 16-18 градус пулсан та çитет, унсăран калчасем тăрнаккайланса каяççĕ.
Вăрлăха тĕрлĕрен хатĕрлеççĕ. Марганцовка шывне яма юрать е экстрасолпа, гамаирпа, алиринпа, трихоцинпа (инструкципе килешÿллĕн).
Уçă йăрана куçарса лартма хăяр рассадине майăн пĕрремĕш вунăкунлăхĕнче акмалла.
Хутса ăшăтман теплицăсене рассадăна майăн 15-мешĕ хыççăн кăларма юрать. Калчасен лайăх аталаннă 3-4 çулçи пулмалла.
Пуян тухăç ÿстерме сунатпăр!