Сода варени пӗҫернӗ чухне. Йӳҫӗ ҫырлапа улма-ҫырларан варение пӗҫернӗ чухне (джем, кукӑльсем валли тултармăш) сахӑр нумай хушма тивет. Йӳҫек тутине нейтрализацилес тесен, сахӑра сахалрах ярас тесен варени çине кӑштах сода ямалла ( 1 кг ҫырлана чей калекин пĕрре тăватăмăш пайне.)
Сода сӗте час йÿçме памасть . Ҫуллахи шӑрӑх вӑхӑтра сӗт самаях хӑвӑрт йӳҫет. Вăл хăвăрт ан йÿçтĕр тесен (сӗте темиҫе кунлӑха холодильниксӗр сыхласа хӑварас тесен) унта кӑштах сода (0,5 чей калекĕ 2 л сӗте) хушса пулать.
Килти чечексене чӗрӗлтерме. Шӑварма хатĕрленĕ шыва темиҫе чей калекӗ сода ярсан чечексен ӳсӗмне, пурлӑхне лайӑхлатма пулӑшӗ. Ҫулҫӑсем симĕсленсе кайĕç, ӳсентӑран чӗрӗлнӗ пек пулĕ.
Кастрюль тĕпне лармасса. Пăтă пӗҫернӗ чухне шыва яланах чамалаймастăн , ҫавна пула пӑтӑ кастрюль тĕпне ларать. Унта вӗреме кӗнӗ хыҫҫӑн 1 чей калекӗ сода ярса пулать.
Эффективлӑ ҫуни. 5 кг хура кӗпе-йӗм пуçне 100 г сода хушсан кӗпе-йӗм ҫумалли порошока вӑйлатма тата таса мар япаласен шӑршине пĕтерсе пулать. "Шăрши" питӗ ҫирӗп пулсан, малтан сода растворне кӗпе-йӗме чиксе лартмалла (150 г - 3-4 л шыва).
Ҫӳҫе сиплеме. Лакпа, муспа тата стайлинг хатӗрӗсемпе тӑтӑшах усӑ куракан хӗрсемшӗн уйрӑмах усӑллӑ. Майӗпен-майӗпен ҫӳҫ - пуҫ тирӗ çине косметика юлашкийӗсем пухӑнаççĕ. Вӗсене ҫуса тасатма шампуньпе сода кирлӗ. Кун пек ҫунӑ хыҫҫӑн ҫӳҫ час хуралмасть, хулăнрах, яка та йӑлтӑркка курӑнать.