Çутă çул
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Усăллă канашсем
7 Кӑрлач 2022, 12:10

Эсир ку приправăн уссине пĕлетĕр-и.

Çÿç пĕрчисем ялтӑракан, калӑпӑшлӑ та вӑйлӑ пулса тӑраҫҫӗ.

Эсир ку приправăн уссине пĕлетĕр-и.
Эсир ку приправăн уссине пĕлетĕр-и.

Гвоздика – ҫӳҫ ӳсӗмне  вӑйлатать тата вӗсене тăкӑнма чарать.

Ҫав пӗчӗк чечексенче эфир ҫӑвӗ тӗлӗнмелле лайӑх пулнине эсир пӗлетӗр-и? Косметика хатӗрӗсен йышӗнче ҫак эфирӑн темиҫе тумламӗ ҫеҫ тӗлӗнмелле япаласем тӑвать.
Ҫӳҫ валли гвоздика вӗсен çирĕпĕпе ӳсӗмӗ валли чи лайӑх "тухтӑрсенчен" пӗри иккен.
Гвоздикăпа усă курни çÿçсен савӑчӗсене сарӑлтарать. Ҫавăнпа çак усӑллӑ япаласем ҫӳçĕн тымарĕ ӑшне ҫӑмӑлрах кӗреҫҫӗ. Ҫӳҫ ӳсӗмӗ вӑйланать, мӗншӗн тесен вӗсем тутлӑхлӑ япаласем ытларах илеҫҫӗ.
Гвоздикăн активлӑ компоненчӗсем çÿçĕн тулашри сӑн-сӑпатне тата пахалӑхне самаях лайӑхлатаҫҫӗ. Гвоздикăран тунă япаласемпе усӑ курнӑ хыҫҫӑн ҫӳҫ ҫӑра, ҫемҫе, йӑлтӑртатса тӑракан пулса тӑрать. Вӗсем сывӑ та вӑй илеҫҫӗ. Ҫав хушӑрах вӗсем ӳкни палӑрмаллах чакать. Кунсӑр пуҫне, гвоздика лĕкке тата себорейăна питӗ лайӑх пĕтерет.
Гвоздикăран тунă япаласем тӗрлӗ çÿçе юраççĕ тата хирĕçле япалисем унăн сахал.
Ҫӳҫе хулӑнлатакан спрей
Пуҫа ҫунӑ хыҫҫӑн та усӑ курма пулать. Çÿç пĕрчисем ялтӑракан, калӑпӑшлӑ та вӑйлӑ пулса тӑраҫҫӗ.
Гвоздика - çур чей калекĕ; корица - çур патакки; шыв - 2 стакан.
Компонентсене вӗри шыва ямалла та 2 минут вӗретмелле. Вут ҫинчен илмелле те кӑштах сивӗнме хумалла. Унтан сӑрӑхтармалла.

 

Эсир ку приправăн уссине пĕлетĕр-и.
Эсир ку приправăн уссине пĕлетĕр-и.
Читайте нас: