Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Усăллă канашсем
12 Кӑрлач 2022, 12:36

Смартфонсем ҫыннӑн ӳт-пӗвӗпе кӗлеткине мӗнле улӑштараҫҫӗ

Смартфонсене, пирӗн пурнӑҫӑн уйрӑлми пайӗ пулса тӑнӑскерсене, пулӑшакансем пек кӑна йышӑнатпăр.

Смартфонсем ҫыннӑн ӳт-пӗвӗпе кӗлеткине мӗнле улӑштараҫҫӗ
Смартфонсем ҫыннӑн ӳт-пӗвӗпе кӗлеткине мӗнле улӑштараҫҫӗ

Смартфонсене, пирӗн пурнӑҫӑн уйрӑлми пайӗ пулса тӑнӑскерсене, пулӑшакансем пек кӑна йышӑнатпăр. 24/7 ҫыхӑнура пулса эпир пире гаджет улӑштарасси ҫинчен шухӑшламастпӑр та. Моральпе психологи йывӑрлӑхӗсем ҫинчен кăна мар, пирӗн организм та тӗпрен улшӑнни ҫинчен сӑмах пырать. Смартфонсем ҫыннăн тепĕр эволюциллĕ улшӑнăвĕсем тума хӗтӗртсе тӑраҫҫӗ пек туйӑнать.

"Тулашри астăвăм"
Япони ученӑйӗсем смартфонсем çынсен тӑнне япӑхлатнӑшӑн пӑшӑрханаҫҫӗ. Гаджетпа усӑ курса кирлӗ информацие пӗр-икӗ хут кнопкă çине пусса тупма май пур чухне ҫынсем ҫӗнӗ сведенисене майӗпен япӑхрах астуса юлаҫҫӗ тата ҫав пысӑк йышла сведенисем хушшинче, чи кирлине уйӑрас тесен, йывӑрлӑхсем тӳсеҫҫӗ.

Мышцӑсемпе сыпӑсем
Смартфонсем, планшетсем тата ноутбуксем анлӑрах сарӑлнӑҫемӗн тухтӑрсен тӗревпе куҫакан аппаратлӑ йывӑрлӑхсем пирки ӳпкелешекен пациентсем нумайланнӑ. Мӑй ыратни, хулпуҫҫисен, сулӑсен, пӳрнесен тӳсӗмлӗхӗ пĕтни - пурте гаджетсемпе тӑтӑшах усӑ курнипе асапланаҫҫӗ. Эпир экран ҫине ӳпӗнсе, мӑйпа ҫурӑм шӑммине хытарса хурса ларатпӑр. Эпир пӗрмай смартфонсене алăра тытатпӑр, вӗсем ҫине хыпарсем хуратпӑр, социаллӑ сетьсен лентине вӗҫӗмсӗр пăхатпăр. Йывӑрлӑха татса пама йывӑр, анчах та — пӗтӗм организма хытарса телефонра вӗҫӗмсӗр лармалла мар, пушӑ вӑхӑта активлă ирттермелле.
Куҫшăн экрансем сиенлӗ пулни, çывăрма хĕн пулни дисплейсем ҫутатни тата мӗлтлетнине пула тата тĕрлĕ ментальнăй йывăрлăхсем "ирттерсе янӑ событисен синдромӗ" пекки тата смартфонсемпе ытти гаджетсенчен "фантомлӑ вибраци синдромĕ" евӗр кӑткӑслӑхсем организмшӑн самаях сиенленни палӑрать. Ҫавӑнпа та смартфона тепрехинче ярса тытнӑ чухне ҫакӑн ҫинчен аса илӗр те гаджетран пĕртик хӑтӑлас тесе мӗн те пулин усӑллӑраххине тума тӑрӑшӑр.
Сăнÿкерчĕкĕ: уҫӑ ҫӑлкуҫран.

Смартфонсем ҫыннӑн ӳт-пӗвӗпе кӗлеткине мӗнле улӑштараҫҫӗ
Смартфонсем ҫыннӑн ӳт-пӗвӗпе кӗлеткине мӗнле улӑштараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: