Акӑ мӗнле хӑвӑрт тата ҫӑмӑл вӗсенчен натурӑллӑ килти япаласемпе хăтăлса пулать.
3. Турпаллисенчен.
Ыхрапа
Турпалли ҫине çĕмĕрнĕ ыхра шӑлӗ хумалла та бинтпа чӗркемелле. Сахалтан та 4 сехете хӑвармалла, ҫӗрлене хăварсан, тата та лайӑхрах.
Панулми уксусӗпе
Панулми уксусӗпе йĕпетнĕ мамăклă тампона турпалли ҫине хумалла та ҫӗрлене хӑвармалла. Ҫак процедурӑна 10 кун хушши тумалла.
Касторкăпа.
Касторкӑпа хутăштарнă содăпа турпаллине пӗр уйӑха яхӑн сĕрмелле. Сĕрнĕ хыççăн ÿте типме хăвармалла, процедурӑна кунне икӗ хут тумалла.
4. Пигмент пӑнчисем.
Лимон
Лимон сӗткенне шывпа хутӑштармалла, çавăнпа мамăклă тампона йӗпетмелле те пигмент пӑнчисемлĕ тир участокне хумалла.
Алоэ
Ҫӗнӗ алоэне пигмент пăнчи çине хумалла та ҫур сехет тытмалла. Ҫак процедурӑна кунне икӗ хут уйăх тăршшĕ тумалла.
Сухан
Хӗрлӗ сухан сӗткенне кӑлармалла. Ватăллă патакка сухан сӗткенне пуҫмалла та пигмент пăнчисемлĕ тире сĕрмелле. 10-15 минутран ӑшӑ шывпа ҫуса тасатмалла.
5. Питри хупланнă порăсем.
Пӑс
Процедура пуҫланас умӗн пите çумалла. Унтан вӗри шыв тултарнӑ чашӑка илмелле те ун çийĕн пĕшкĕнсе лармалла, пуҫа алшӑллипе витмелле. Пар çинче пите 5-10 минут тытмалла. Питӗ хӗрӳ пулсан, тӑхтав тума юрать. Процедурӑна вӗҫлесен пите панулми уксусӗллĕ тоник сӗрмелле те кокос ҫӑвӗпе йӗпетмелле.
Сахӑр скрабӗ
2 апат кашӑкӗ сахӑра пудра пуличчен сăтăрмалла. Ҫӑра пастă евĕр пулма лимон сӗткенне ун ҫумне хушмалла. Паста ÿтри хупланнă порăллă вырăнсене хумалла. Унтан сивӗ шывпа ҫуса тасатмалла. Процедура вӗҫлесен ӳте кокос ҫӑвӗпе сĕрсе нӳрлетмелле.
КИРЕК МӖНЛЕ ПРЕПАРАТПА, Е СИПЛЕНМЕЛЛИ МЕСЛЕТСЕМПЕ УСӐ КУРИЧЧЕН СИПЛЕКЕН ТУХТӐРСЕМПЕ КАНАШЛĂР!