+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Хӑш-пӗр чухне пӳлӗмри ӳсентӑрансем лайӑх пӑхсан та сывах мар курӑнаҫҫӗ.
Сӑлтавне ӑнланаймастӑр пулсан, чечексене фитоспорин сапса пӑхӑр. Вӑл сире хӑвӑр ӳсентӑрансен иммунитетне ҫӗклеме пулӑшӗ.
Шывра «Фитоспорина» шĕветӗр (шыва вӗретмелле е хлоркăсӑр тӑрса юлтар тесе тăратмалла, унсӑрӑн препарат усӑллӑ мар), 3—4 сехет тăратăр.
Ӳсентӑрансене каҫхине шӑварӑр, ҫавӑн пекех çиелтен пĕрĕхтерме те пулать.
Ун пек имҫама уйӑхра 1—2 хут тумалла.
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.