-1 °С
Юр
Сухана эрне тăршшĕ 25 градус температурăра типӗтмелле.
Кайран тăварлă шывра виçĕ сехет хушши йӗпетмелле: 1 литр шыв ҫине 1 апат кашӑкӗ тӑвар хушмалла. Тӑвар лартнӑ чухнехи хӳтлĕхе ӳстерӗ, Сухан лайăх тымар ярӗ, ҫӗрмӗ те.
Сухана ҫуса ҫӗнӗрен йӗпетмелле, анчах халӗ ӗнтӗ кӗренрех тĕслĕ марганцовка шывĕ ӑшӗнче. Сухан пуçĕсене 2 сехет хушши тытса тӑмалла. Ку хӑш-пӗр чирсене пуçарма пултаракан бактерисене вӗлерет.
Марганцовка хыҫҫӑн сухана шывра ҫумалла, кӑштах типӗтмелле те йӑран ҫине лартмалла.
https://ok.ru/kilyptkhus