Пур хыпар та
Усăллă канашсем
24 Майӑн , 12:19

Пахча вăрттăнлăхĕсем

Вӗлтӗрен ҫумра ӳсекен ӳсентӑрансен тӗреклӗхне пысăклатать.

Пахча вăрттăнлăхĕсем
Пахча вăрттăнлăхĕсем

Вӗлтӗрен ҫумра ӳсекен ӳсентӑрансен тӗреклӗхне пысăклатать. Ҫавӑнпа вӗтетнӗ вӗлтӗренпе ретсем хушшине сапни усӑллӑ.

Горчица сидерачӗсем ҫӗре фосфорпа тата серăпа туллилетеҫҫӗ, ҫавӑн пекех ăна медведкăпа проволочникрен тасатаҫҫӗ.

Сасартӑк сивӗтсе ярсан ÿсентӑрансене иммуницитофитпа е цирконпа пĕрĕхтереҫҫӗ. Сухан хуппипе те сапсан хитре. Çур литр банка сухан хуппи çине 10 литр шыв ямалла та вӗретмелле, 12 сехет тӑратмалла, сӑрӑхтармалла. Шыва пĕрĕхтернӗ чухне 2/10 пропорципе шĕветмелле.

Ҫӗрулмипе помидор хĕррипе кӑшман лартсан вӗсене фитофтороза ҫӗнтерме пулӑшать.

Рассада кашни кун 1-2 минут пуҫ тӳпинчен шӑлсан, вӑл тӑсӑлмасть.  Тӗкӗнсен этилен тухать, çакă çав процеса чарса тăрать.

https://ok.ru/kilyptkhus

 

 

Пахча вăрттăнлăхĕсем
Пахча вăрттăнлăхĕсем
Автор:Марина Иванова
Читайте нас в