Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Уявсем
5 Июлӗн 2019, 13:24

Пушкăртстанра Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче çемье фестивалĕ ирттерĕç

Кăçал июлĕн 8-мĕшĕ — Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче — Пушкăртстанра уявăн тĕп центрĕ Бирск хули пулса тăрать. Илемлĕ çемье фестивалĕ Свято-Троицки кафедраллă соборпа юнашар вырнаçнă хулан Октябрьски лаптăкĕнче иртет.

Мероприятисем 16 сехетре халăх уявĕнчен пуçланаççĕ. Собор территорийĕнче ăсталăх класĕсене, вăйă занятийĕсене, ÿкерчĕксен выставкисене йĕркелĕç. Хула çыннисем тата хăнасем хулан алăстисемпе паллашма, ухăран персе курма, наци кухнисен апат-çимĕçне тата шĕвекĕсене тутанса пăхма пултарĕç.

Пысăк уяв сцени çинче ачисене воспитани парассинче уйрăм çитĕнÿсем çĕнсе илнĕ ашшĕ-амăшне патшалăх наградине — «Ашшĕ-амăш паттăрлăхĕ» медаль парĕç. Çавăн пекех нумай çулхи мăшăрлă пурнăçăн тивĕçлĕ тĕслĕхĕ пулса тăракан çемьесене «Юратушăн тата шанчăклăхшăн» медальпе палăртĕç. Çак кун «Юратушăн тата шанчăлăхшăн» медальсем республикăри районсемпе хуласенчи çирĕп çемье мăшăрĕсем те илĕç. Фестивале «Çемье çулталăкĕ» Пĕтĕм Раççей конкурсĕн регион тапхăрĕн çĕнтерÿçисем хутшăнĕç.

Фестиваль иртнĕ кун Бирск хулан Троицки соборĕнче Руçре мĕн авалтан çемье тата мăшăрлану хÿтĕлевçисем шутланнă Петра Феврони çветтуйсен çĕрмен ÿчĕсем пулаççĕ.

Фестиваль хăнисене республикăн чи лайăх пултарулăх коллективĕсем савăнтарĕç. Антон тата Виктория Макарскисен пултаруллă çемье мăшăрĕ Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕн хедлайнерĕ пулать. Уява уявла салют вĕçлĕ.

Гульфия Акулова.

«Башинформ» ИА.
Читайте нас: