Çутă çул
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уявсем
9 Июлӗн 2019, 17:36

САЛТАК ТŸМИ ПАРНЕЛЕМЕ ЙĂЛАНА КĔНĔ

Тата çемье хаклăхĕсене — юратупа шанчăклăха — чыслама

Июлĕн 8-мĕшĕнче Пишпÿлекри тĕп лаптăкра Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне палăртнă. Республика уявĕ Бирск хулинче иртнĕ. Раççейре 2008 çултанпа палăртакан çак кун пĕр пĕрне салтак тÿми чечекне парнелеме тата пурне те çемье ăнăçлăхĕ, ĕмĕрхи юрату тата шанчăклăх сунма йышăннă.

Пишпÿлек районĕн «Вектор» çамрăксен центрĕн «Çĕнтерÿ волонтерĕсем» пĕр кун маларах хутран тунă салтак тÿми чечекĕсен кăшăлĕ евĕр илемлĕ открыткăсем тăвассипе ăсталăх класĕ ирттернĕ. Пĕтĕм Раççейри Çемье кунĕнче вĕсем уяв открыткисене иртен-çÿренсене — хĕрсене, çамрăк амăшсене, кукамай-асаннесене валеçнĕ. Мĕншĕн тесен шăпах хĕрарăмсем çемье вучахĕн сыхлавçисем пулса тăраççĕ.

Культура керменĕ умĕнче Культура керменĕн артисчĕсем хатĕрленĕ пысăк концерт программи пухăннисене савăнтарнă.

Владимир СМОЛОВ.
Читайте нас: