Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Уявсем
12 Июлӗн 2022, 22:16

Сухоречка ялӗнче Çемье, юратупа шанчӑклӑх уявӗ кӗрлесе иртнӗ

Уяв манӑҫми ҫутӑ та туйăмлă пулса тӑнă.

Сухоречка ялӗнче Çемье, юратупа шанчӑклӑх уявӗ кӗрлесе иртнӗ
Сухоречка ялӗнче Çемье, юратупа шанчӑклӑх уявӗ кӗрлесе иртнӗ

Сухоречка ялӗнче вырӑс культурин районти "Юратупа ӑшӑннӑ çемье" уявӗ иртнӗ, ăна Çемье, юратупа шанчӑклӑх кунне халалланă.
Площадьре пирвайхи минутранах ырӑ та савӑнӑҫлӑ атмосфера пуҫланнă. Йӑлтӑркка костюмсем тӑхӑннӑ артистсем куракансен кӑмӑл-туйӑмӗпе тата уяври пек хастарлӑхӗпе çĕкленĕ. Уяв хӑнисем ял тӑрӑхӗнчи ăстасен, мастер-классен куравӗсене ҫитсе курнă. Праҫникри ачасем хӑйсене художествӑллӑ ремесла ӗҫӗн чӑн-чӑн пултарулӑхӗсем пек туйма пултарнă. Ачасем валли йӑпану программи те йӗркеленӗ. Уяв площадкинче "Çемье кунӗ" фотозона илемлетнӗ, унта ӳкерӗнес текенсем сăн ÿкме пултарнă.
Праçникри çынсене Пишпÿлек район администрацин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Александрович Данилов, Пишпÿлек районӗнчи "Ҫемье" центр ертӳҫи Надежда Герольдовна Сидорова ӑшшӑн саламланă.
"Юратупа шанчӑклӑхшӑн" медале Каминке ялӗнчи Виктор Петровичпа Елена Петровна Грешняковсем тивĕçлĕ пулнă, 2022 ҫулхи майӑн 12-мӗшӗнче вӗсем пӗрле пурӑнма тытăнни 52 ҫул ҫитнине палӑртнă. Вĕсем - юратӑвӑн, тӳрӗ кӑмӑллӑхӑн, ӗҫченлӗхӗн тата ҫемьери телейӗн ҫутӑ тӗслӗхӗ.
Ҫавӑн пекех ҫак кун тата пилӗк мӑшӑр саламсем йышӑннă, вӗсем шӑпан мӗнпур йывӑрлӑхӗсем витӗр тухнă, килти вучах ӑшшине тата пӗр-пӗрне юратассине сыхласа хӑварма пултарнă. Сухоречка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Владимирович Вдовин мӑшӑрсене республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ячӗпе тата хӑй ячӗпе саламланă, юбилярсене асӑнмалӑх парнесем панă.
Пишпÿлек районӗнчи художество пултарулӑх коллективӗсем уяв сцени ҫинче тухса выляни уява чӑн-чӑн илем кÿнĕ.
Уяв манӑҫми ҫутӑ та туйăмлă пулса тӑнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Культура керменĕн социаллă сетьри страницинчен.

 

Сухоречка ялӗнче Çемье, юратупа шанчӑклӑх уявӗ кӗрлесе иртнӗ
Сухоречка ялӗнче Çемье, юратупа шанчӑклӑх уявӗ кӗрлесе иртнӗ
Сухоречка ялӗнче Çемье, юратупа шанчӑклӑх уявӗ кӗрлесе иртнӗ
Сухоречка ялӗнче Çемье, юратупа шанчӑклӑх уявӗ кӗрлесе иртнӗ
Сухоречка ялӗнче Çемье, юратупа шанчӑклӑх уявӗ кӗрлесе иртнӗ
Сухоречка ялӗнче Çемье, юратупа шанчӑклӑх уявӗ кӗрлесе иртнӗ
Сухоречка ялӗнче Çемье, юратупа шанчӑклӑх уявӗ кӗрлесе иртнӗ
Сухоречка ялӗнче Çемье, юратупа шанчӑклӑх уявӗ кӗрлесе иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: