+3 °С
Уҫҫӑнах
Юр пӗрчи - хӗлӗн тӗп символӗ тата Çӗнӗ ҫул елкин, пӳлӗмӗн илемӗ. Азнай ял библиотекинче тӗрлӗ тӗслӗ хутсенчен юр пӗрчисем ӑсталакан пултарулӑх мастерскойӗ йӗркеленӗ. Ачасем "Çӗнӗ çулхи юр пӗрчисем" презентацие пӑхса тухнă, юр пӗрчисем тӑвас историпе, вӗсене туса хатӗрлемелли тӗрлӗ формӑсемпе тата меслетсемпе паллашнă. Унтан ачасем тӗрлӗ тӗслӗ юр пӗрчисем касса кӑларнă. Вӗсене ачасем тӗрлӗ тӗслӗ хут листисем, ҫилӗм-кӑранташпа хачӑсем пулӑшнипе тунӑ. Ҫавна пула вӗсен кашни пӳлӗме илемлетме пултаракан хӑйне евӗрлӗ Çӗнӗ ҫул эрешӗсем пулса тӑнӑ. ❄❄❄❄❄❄
Сăнÿкерчĕкĕсем: Азнай ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.