+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Алексеевка ялӗнче Çӗнӗ ҫул умӗн пурне те - ваттисене те, пĕчĕккисене те - Çӗнӗ ҫул ячӗпе саламласси ырӑ йӑла пулса тӑнă. Кӑҫал та, 2022 ҫулхи декабрӗн 27-мӗшӗнче, Хĕл Мучипе Юр пике Алексеевкӑпа Барш ялӗсенчи ҫуртсенче пулнă, 2023 ҫулхи Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламланӑ, ачасемпе пенсионерсене тутлӑ парнесемпе савӑнӑҫлӑ кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ.
Ял ҫыннисен ятĕнчен "Родник" агрофирмӑна, тĕпрен илсен, Сергей Квинтильянович Михайлова, пысӑк тав тӑваççĕ, Пишпӳлек районӗнче пурӑнакансене пурне те Çӗнӗ 2023 çул ячӗпе саламлатпӑр, сывлӑх, тӑнӑҫлӑх, ырлӑх сунаççĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек ял совет администрацин социаллă сетьри страницинчен.