Ҫӗнӗ ҫул - асамлӑх, ырӑ юмах тата тӗлӗнмелле япала кӗтмелли вӑхӑт. Чи юратнӑ, тахҫантанпа кӗтнӗ, савӑнӑҫлӑ та чун-чӗрери уявсенчен пӗри.
Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗн "Ладушки" пĕчĕккисен ушкӑнĕнче "Елкӑпа туслӑ пурӑнӑпӑр" Çӗнӗ ҫул уявĕ Е.Л. Алексеева воспитатель тата И.Р. Кабирова музыка ертӳҫи ертсе пынипе ирттернĕ. Ачасем патне Юр пике уява килнĕ. Вӗсем пӗрле чӑрӑша капӑрлатнӑ, вӑйӑ карти туса юрӑсем юрланӑ. Ачасене тилӗпе тата шӑкӑл-шӑкӑлпа ташлама питӗ килӗшнӗ. Чӑрӑш патӗнче мулкачпа вылянă, упапа ташӑ ташланă.
Ҫӗнӗ ҫул юмахӗ ачасемшӗн асра юлакан уяв пулса тӑнă, паллах, Хĕл Мучи тутлӑ пылак парнесем те илсе килнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри "Умка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.