«Пишпÿлек районӗнче ҫутӑ та хӑйне евӗрлӗ ялсем нумай. Хӑйсен ӗҫри ҫитӗнӗвӗсемпе чапа тухнӑ историпе тата йӑли-йӗркипе пуян. Вӗсенчен пӗри – кӑҫал 235 ҫул тултарнӑ Ситекпуç ялӗ! Ҫав тери паллӑ та савӑнӑҫлӑ пулӑм ячĕпе кунта уяв мероприятийӗсем иртнĕ, вӗсене ситекпуçсем тӗпӗ-йӗрӗпе хатӗрленнӗ. Тӗп-тӗрӗс йӗрке тунӑ, урамсемпе общество анлӑшӗсене илемлетнӗ, субботниксем ирттернӗ, унта кашни ҫынах хутшӑннӑ пулмалла. Кунсӑр пуҫне ҫӗнӗ часовня айне чул купаланӑ тата ача-пӑча площадки уҫнӑ. Тата пӗлтӗр вырӑнти Культура çуртне тӗпрен юсанă, ҫавна пула ялта Пишпӳлек районӗнчи хальхи культура центрӗсенчен пӗри уҫӑлнӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, Ситекпуç чӑннипех ҫӗнелнӗ — ҫакӑ вӑл яланах пӗрлӗхпе палӑрса тӑракан ял ҫыннисемпе ентешӗсен тава тивӗҫлӗ ӗҫӗ. Маттур!
Уяв мероприятийӗсене ҫӳллӗ шайра ирттернӗ! Халӑх вӑййисем, выставкӑсем, конкурссем, мастер-классем, вӑйӑсем тата концерт номерӗсем. Уява хутшӑннӑшӑн питӗ савӑнтӑм! Тавтапуҫ сире ҫакӑншӑн, хаклӑ ситекпуçсем! Сире тӑван ялпа Пишпÿлек районӗ ырлӑхӗшӗн пур ӗҫре те ӑнӑҫу сунатӑп!» — çырать хăйен телеграм-каналĕнче район администраци пуçлăхĕ Артур Зарипов.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Артур Зариповăн социаллă сетьри страницинчен.