Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уявсем
15 Октябрӗн 2023, 08:50

Пишпÿлек районӗнчи ҫул-йӗр отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсемпе ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе — Çул-йӗр хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен кунӗпе саламлатпӑр!

Ҫулсем ҫӗршывӑн, республикӑн, Пишпÿлек районӗн экономика пурнӑҫӗнче тӗп вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Вӗсем пӗр территорие пӗрлештереҫҫӗ, ӗҫ, культурӑпа гуманитари ҫыхӑнӑвӗсене ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ. Вӗсен пурлӑхӗнчен нумай чухне ҫынсен ырлӑхӗпе пахалӑхӗ килет.
Пишпÿлекри ҫул-йĕр юсакан тата тăвакан участокĕн чаплӑ традицисем пур, вал хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсемпе тивӗҫлипе мухтанать. Нумай ҫул хушши ӑнӑҫлӑ опыт тата профессиллӗ ҫирӗп команда пирӗн район территорийӗнче те, унӑн тулашӗнче те чи кӑткӑс проект пурнӑҫлама май парать. Ҫаксем пурте предприятие темиҫе ҫуллӑха малалла аталантармалли никӗс пулса тӑраҫҫӗ.
Луганск Халӑх Республикин Красный Ключ хулинче çулсемпе транспорт инфратытӑмне юсас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн пирӗн ҫул-йӗр участокĕнче ĕçлекенсене уйрӑм тав сӑмахӗ каламалла. Ку ӗҫре эсир хӑвӑра пысӑк профессионалсем ҫеҫ мар, Раҫҫейӗн чӑн-чӑн патриочӗсем пек кӑтартрӑр!
Сирӗн хаклӑ та ҫав тери кирлӗ ӗҫӗршӗн тав туса, сире пӗтӗм чун-чӗререн ырӑ сывлӑх, професси енӗпе ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тата пур пуҫарусенче те ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр! Сирӗн ҫемьесенче тӑнӑҫлӑхпа тулӑх пурнӑҫ хуҫалантӑр!
Район Совечӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.М. ЗАРИПОВ.

Пишпÿлек районӗнчи ҫул-йӗр отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсемпе ветеранӗсем!
Пишпÿлек районӗнчи ҫул-йӗр отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсемпе ветеранӗсем!
Пишпÿлек районӗнчи ҫул-йӗр отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсемпе ветеранӗсем!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: