Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уявсем
20 Декабрӗн 2023, 11:52

Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн ачисем Çĕнĕ çула хатĕрленеççĕ

Киçтĕкпе темиҫе хут сулса илсенех ҫӗнӗ ҫул эрешӗсем хатӗр пулнă. 

Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн ачисем Çĕнĕ çула хатĕрленеççĕ
Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн ачисем Çĕнĕ çула хатĕрленеççĕ

Ҫӗнӗ ҫул — тахҫантанпа кӗтнӗ уяв. Ҫак асамлӑ уяв ҫывхарса килет. Пиртен кашниех ӑна уйрăм хумханса кӗтет. Пишпÿлекри «Улыбка" ача сачӗн «Затейники» ушкӑнӗнче декабрӗн пӗрремӗшӗнченех пуҫласа ун патне хатӗрленме, илемлетме, поделкăсем тума пуçланă. Илем кӗртес ӗҫе ачасем хастар хутшӑннă.

"Воробушки" пĕчĕккисен иккӗмӗш ушкӑнӗнче киçтĕк, сӑрӑсем, хут листисем пулӑшнипе тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑваҫҫӗ. Пӗчӗккисем, хут листи ҫинчи илемлӗ шарсене курсан, вӗсене ҫутӑ тӗспе сӑрлама васканă тата 2024 ҫулхи символне Дракона ҫыпӑҫтарнă. Киçтĕкпе темиҫе хут сулса илсенех ҫӗнӗ ҫул эрешӗсем хатӗр пулнă. Акӑ мӗнле пулса тухнă вĕсен!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public218299771

 

Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн ачисем Çĕнĕ çула хатĕрленеççĕ
Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн ачисем Çĕнĕ çула хатĕрленеççĕ
Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн ачисем Çĕнĕ çула хатĕрленеççĕ
Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн ачисем Çĕнĕ çула хатĕрленеççĕ
Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачӗн ачисем Çĕнĕ çула хатĕрленеççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: