Раштав ячӗпе!
Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем тата хӑнасем!
Сире Христос çуралнӑ ятпа пӗтӗм чӗререн саламлатпӑр!
Пирӗншӗн пуриншӗн те ҫакӑ чи хисеплӗ уявсенчен пӗри. Унӑн идеалӗсем пиртен кашнинех ҫывӑх. Лайӑххине шанни, ҫӑлӑнассине шанни, ҫывӑх ҫынна юратни — ҫак улшӑнми хаклӑхсем пире пурне те пӗрлештереҫҫӗ, шӑпах вӗсем православи вӗрентӗвӗн никӗсӗнче тăраҫҫӗ.
Пирӗн йӑла тӑрӑх, уяв кунӗнче районта пурӑнакансенчен нумайӑшӗ тӑванӗсемпе, тусӗсемпе пӗрле пӗр-пӗрне чи лайӑххине сунма пуҫтарӑнӗҫ. Ҫав тӗлпулусем пире савӑнӑҫпа ырлӑх кӳччӗр. Атьӑр хамӑрăн ҫывӑх ҫынсене пирӗн чӗресен ҫутипе ӑшшине парар. Атьӑр пӗр-пӗрне пулӑшнӑшӑн тата пĕр шухăшлă пулнăшӑн тав тӑвар. Ҫавӑн пекех парӑма парӑнса пурӑнакансемшӗн, халӗ килте маррисемшӗн — тӑнӑҫлӑхшӑн тата ирӗклӗхшӗн кӗрешекенсемшӗн кӗл тӑвар.
Ҫак уявра сиртен кашнинех чи лайӑххине сунатпӑр! Ӗненӳ, шанчӑк, юрату! Сирӗн килӗрсенче тӑнӑҫлӑхпа килӗшӳ пултӑр! Раштав ячӗпе!
Район Совечӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.М. ЗАРИПОВ.