Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уявсем
8 Мартӑн , 09:09

Ҫуркуннепе юрату уявӗпе!

Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе чӗререн, ӑшшӑн саламлатпӑр!

Ҫуркуннепе юрату уявӗпе!
Ҫуркуннепе юрату уявӗпе!

Пишпÿлек районӗнчи хаклӑ хӗрарӑмсем!
Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе чӗререн, ӑшшӑн саламлатпӑр!
Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ - чи савӑнӑҫлӑ та илӗртӳллӗ уявсенчен пӗри. Пире хӑйӗн илемӗпе ӑшӑтса, пирте юратупа шанчӑк вӑратса, шӑпах ҫак кун пирӗн чӗресене чӑн-чӑн ҫуркунне илсе килет!
Паян, сире уйрӑмах тимлӗ пулма тӑрӑшса, эсир пирӗншӗн мӗн тунишӗн сире чӗререн тав тӑватпӑр. Эсир тӑрӑшнӑшӑн, пулӑшнӑшӑн, ачасене воспитани панӑшӑн, килти вучахшӑн тӑрӑшнӑшӑн. Эсир пирӗн пурнӑҫра пулнӑшӑн! Эпир сирӗн професси ҫитӗнӗвӗсемпе общество ӗҫӗнче активлӑ пулнипе савӑнатпӑр. Передовойри çамрăксем валли мӗн тума пултарнине пурне те тума тӑрӑшнишĕн сире пысӑк хисеп. Вӗсене пур майсемпе те пулӑшса, эсир вӗсене хӑвӑр чунӑн пӗр пайне парнелетӗр, пулас ҫӗнтерӗве пысӑк тӳпе хыватӑр.
Уйрӑм саламсемпе эпир амăшĕсене, арӑмĕсене, тӑванĕсемпе ҫывӑх ҫыннисене саламлатпӑр. Сире халӗ мӗн тери йывӑррине ӑнланса, эпир пур енчен те пулӑшса пыма тăрăшатпӑр. Шикленнисем часах пӗтессе, пирӗн геройсем киле таврӑнасса шанатпӑр!
Сире, хаклӑ хӗрарӑмсем, яланах ҫавӑн пек илемлӗ те ытарма ҫук хитре пулма сунатпӑр! Сирӗн килӗрсенче ырлӑх, килӗшӳ, чечекленÿ хуҫалантӑр! Телейлӗ пулӑр!
Район Совечӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администраци пуҫлӑхӗ А.М. ЗАРИПОВ.

 

Ҫуркуннепе юрату уявӗпе!
Ҫуркуннепе юрату уявӗпе!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: