Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Уявсем
5 Майӑн , 07:09

Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем!

Сире Ҫутӑ Христос Вырсарникунӗпе — Мăнкун ячӗпе саламлатпӑр!

Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем!
Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем!

Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем!
Сире Ҫутӑ Христос Вырсарникунӗпе — Мăнкун ячӗпе саламлатпӑр!
Ҫак уяв пиртен кашнине пурнӑҫ ҫӗнтерӗвне, ырӑлӑхне, аслӑ тӗрӗслӗхе кӑтартса парать. Ӗненӗве тата тĕрĕслĕхе пӑхӑнса, эпир пурте ҫак кунӑн аслӑ пахалӑхӗсемпе, йӑли-йӗркипе пӗр-пӗринчен уйрӑлмасӑр ҫыхӑну тытнине туятпӑр. Чун-чӗре вӑйӗ, хӑйне хӗрхенмессе хатӗр пулни, çынна хӗрхенни, çынна ӗненни — çакă пурте Христосӑн Ҫутӑ Вырсарникунӗн тӗп пӗлтерӗшӗ пулса тӑраҫҫӗ.
Мăнкун уявĕнче, атьӑр паян пӗр-пӗрне чи лайӑххине кăна сунар. Ырлăх, юрату, чун лӑпкӑлӑхӗ. Атьӑр хамӑр шухӑшсене ырӑ ӗҫсем ҫине, пултаруллӑ ӗҫсем ҫине ярар. Паллах ӗнтӗ, атьӑр-ха хамӑра передовойра хӳтӗлекен тата пире пуҫ тӑрринче мирлӗ пӗлӗт паракансемшӗн кӗлтӑвар.
Сире кашнине ҫирӗп сывлӑх, савӑнӑҫ тата ырлӑх сунатпӑр! Сирӗн ҫемьесенче пӗр-пӗрне ӑнланни, килӗшÿ пултӑр, пур ырӑ пуҫарусенче те ӑнӑҫу пултӑр! Уяв ячӗпе!
Район Совечӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администраци пуҫлӑхӗ А.М. ЗАРИПОВ.

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Олеся Андреева.

Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем!
Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем!
Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: