Паян, июнĕн 8-мĕшĕнче, Пишпÿлек районĕнче черетлĕ Акатуй шавласа иртрĕ.
Хатĕрленÿ ĕçĕсем эрне ытла пычĕç. Ĕнер каçран мĕнпур площадкăсем хăнасене кĕтсе илме хатĕрччĕ.
10 сехетсенелле Акатуй уçланки çынсемпе тулчĕ. Кашни ял Совечĕ хăйне майлă кăтартса пама тăрăшнă. Сухоречка ял Совечĕ авалхи япаласен куравне йĕркеленĕ, кунтах сăнÿкерчĕк ÿкмелли зонăсем. Площадкăсене тĕпрен илсен, Çемье çулне халалланă. Пишпÿлек ял совечĕ чăваш картишне илемлетнĕ. Пăслăк ял Совечĕн площадкинче палас тĕртекен станок лартнă тата ыттисем те.
Хисеплĕ хăнасене кĕтсе илнĕ хыççăн тĕп трибуна умĕнчен район халăхĕ уявла колоннăпа иртрĕ. Чаплă та хăватлă техника иртни никама та сÿрĕк кăмăллă хăвармарĕ. Сцена çинчен чылай çынсене парнесем пачĕç, кунта ялхуçалăх ĕçченĕсем, культура ĕçченĕсем, Пишпÿлек районĕн хисеплĕ çыннисем тата ыттисем тава тивĕç пулчĕç.
Лаша спорт ăмăртăвне кăçал питĕ сахаллăн хутшăнчĕç пулин те, Акатуйăн тĕп илемĕ пурпĕр çакăнта пулчĕ. Ачасем валли илĕртÿллĕ вăйăсем, аттракционсем питĕ нумай ĕçлерĕç.
Çапах та синоптиксем асăрхаттарнă çумăр халăха хăвăрт салатрĕ. Çумăр çунине пăхмасăр, концерт тата ăмăртусем пурпĕр малалла пычĕç.
Акатуй саманчĕсем - пирĕн сăнÿкерчĕксенче!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Марина ИВАНОВА.