Çутă çул
+23 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уявсем
12 Июнӗн , 09:26

Июнӗн 12-мӗшӗнче Раҫҫей кунӗ!

Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем! Сире Раҫҫей кунӗпе саламлатпӑр!

Июнӗн 12-мӗшӗнче Раҫҫей кунӗ!
Июнӗн 12-мӗшӗнче Раҫҫей кунӗ!

Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем!
Сире Раҫҫей кунӗпе саламлатпӑр!
Пирӗн ҫӗршыв, ним ӳстерсе каламасӑрах, планетăра чи илемли. Вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑ уй-хир, нумай нациллӗ туслӑхпа килӗшӳ ҫӗрӗ, пуян культура еткерлӗхӗ, геройла иртнĕ самана тата пуласлӑха ӑнтӑлни. Ҫаксем пурте Раççей - пултаруллӑ та ӗҫчен ҫынсен тӑван ҫӗршывӗ.
Эпир пурте шӑпана татса панă вӑхӑтра пурӑнатпӑр. Хӑйӗн историллӗ ҫулӗ ҫинче Раççей яланах пысӑк та татăклă чӗнӳсемпе тӗл пулнӑ. Анчах кашнинчех вӑл вӗсенчен ҫӗнтерӳҫӗ пулса тухать, вӑйлӑрах кӑна пулса пырать. Халӗ те, ятарлă çар операци пынă вăхăтра, пирӗн ҫӗршывăн каллех пурнӑҫ правишӗн кӗрешме тивет. Ку хутӗнче те эпир пур йывӑрлӑхсене те ҫӗнтерме пултарасси пирки иккӗленмелли те ҫук. Пӗрле тата алла-аллăн ҫӗнтеретпӗр! Мӗншӗн тесен пирӗн урӑх çул ҫук, эпир Раççейшӑн кӗрешетпӗр вӗт!
Сире пурсӑра та уяв ячӗпе саламласа, эпир передовойри салтаксене уйрӑм салам ярса паратпӑр. Эпир сирӗнпе мăнаçланатпӑр, сирӗншӗн кӗлтӑватпӑр, киле таврӑнасса чӑтӑмсӑр кӗтетпӗр!
Сире, хаклӑ ентешӗмӗрсем, пуҫ тӑрринче мирлӗ тӳпе тата тӗрлӗ ҫитӗнӳсем, ырлӑх сунатпӑр! Раҫҫей кунӗ ячӗпе!
Район Совечӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администраци пуҫлӑхӗ А.М. ЗАРИПОВ.

 

Июнӗн 12-мӗшӗнче Раҫҫей кунӗ!
Июнӗн 12-мӗшӗнче Раҫҫей кунӗ!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: