Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем!
Сире Çемье, юрату тата шанчăклăх кунӗпе саламлатпӑр!
Ҫемье вӑл - кашни ҫыншӑн телей, юрату, тӑрӑшулăх тата пулӑшу ӗҫӗсен тӗп тӗллевӗ. Ҫемьере аслӑ ӑруран кӗҫӗнни патне культура йăли-йĕркисем, ӑс-хакӑл тата кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсем куҫаҫҫӗ. Ӑрусен улшӑнӑвӗ, ҫемье йӑли-йӗрки, юрату тата ӑнланулӑх, ҫитӗнекен ӑрушӑн тӑрӑшни - ҫаксем пурте пирӗн общество никӗсӗ, Раҫҫейӗн, пирӗн республикӑн тата тӑван Пишпӳлек районӗн никӗсӗ пулса тӑраҫҫӗ.
Ҫак кун эпир нумай ачаллӑ ҫемьесене, ҫавӑн пекех усрава илнĕ ачасене воспитани паракан ҫемьесене уйрӑм салам яратпӑр. Эсир пурнӑҫ ҫине мӗнле пӑхни тата кӑмӑл-сипет ориентирӗсем чӗререн савӑнтараҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывӑн пуласлӑхӗшӗн кӗрешекенсен ашшӗ-амӑшӗпе ҫемьисене уйрӑм тав сӑмахӗсем!
Сире пурне те ырлăх тата канлӗх, сывлӑх, ырлӑх, савӑнӑҫ тата килӗшӳ сунатпӑр! Сирӗн ҫемьесенче юрату та ӑнлану пултӑр! Канӑҫлӑх пултӑр сирӗн килӗрте!
Район Совечӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администраци пуҫлӑхӗ А.М. ЗАРИПОВ.