Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем!
Сире Пушкӑрт Республикин кунӗ ячӗпе саламлатпӑр! Пушкӑртстан тӗлӗнмелле те илемлӗ ҫӗршыв шутланать. Илемлӗ ҫутҫанталӑк, ӑс-хакӑлпа культура еткерлӗхӗ, историллӗ ӑс-хакӑл, пуласлӑха ӑнтӑлни, нумай наци халӑхӗн пӗрлӗхӗ. Ҫаксем пурте — пирӗн пӗрлехи ҫурт, эпир ӑна хаклатпӑр, уншӑн ĕçлетпĕр.
Паян пирӗн республика - ҫӗршыври малта пыракан регионсен шутӗнче. Активлӑ строительство пырать, промышленноҫпа ял хуҫалӑхӗ аталанать, инвестици проекчӗсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Сывлӑх сыхлавӗпе вӗренӗве лайӑхлатасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Пурнӑҫ пахалӑхне йӗркеллӗ ӳстермелли условисем йӗркеленеҫҫӗ. Ҫаксем пурте малашнехи улшӑнусемпе аталану никӗсне хываҫҫӗ. Пишпÿлек районӗнче пурӑнакансем тата пирӗн ентешсем пӗрлехи пысӑк ӗҫе пысӑк тӳпе хывни савӑнтарать.
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан боецсене уйрӑм тата чӗререн салам. Паттӑрлӑхпа ҫирӗплӗх кӑтартса, ҫӗнтерӳ тума май пур таран пурне те туса, эсир пире пуҫ тӑрринчи мирлӗ тӳпене парнелетӗр. Сирӗнпе мăнаçланатпӑр, часрах киле таврӑнасса кӗтетпӗр!
Ӗҫшӗн тата тӑван района юратнӑшӑн чӗререн тав туса, сире ырӑ кӑмӑл, ырлӑх, ҫирӗп сывлӑх тата пур пуҫарусенче те ҫитӗнӳсем сунатпӑр. Сирӗн килӗрсенче тӑнӑҫлӑхпа ырлӑх хуҫалантӑр! Пушкӑртстан Республикин кунӗпе!
Район Совечӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администраци пуҫлӑхӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан А.А. ГАЛЕЕВ.