Çутă çул
-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уявсем
31 Декабрӗн 2024, 10:33

Ҫывхарса килекен Çӗнӗ ҫул ячӗпе!

Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем тата хӑнасем! Хаклӑ ентешсем!

Ҫывхарса килекен Çӗнӗ ҫул ячӗпе!
Ҫывхарса килекен Çӗнӗ ҫул ячӗпе!

Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем тата хӑнасем! Хаклӑ ентешсем!
Ҫывхарса килекен Çӗнӗ ҫул ячӗпе!
Чи асамлӑ, савӑнӑҫлӑ, пурте юратакан праҫникчен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Ун умĕн эпир пурте хӑват, ҫӗнӗ шанăç кӗтсе, лайӑххине шанса пурӑнатпӑр. Эпир пурсӑмӑр та, ҫулсене пӑхмасӑр, ӗмӗтсем пурнӑҫа кӗрессе чунтан шанса тӑратпӑр. Шӑпах ҫак юмахри пек, кӑшт айвантарах, анчах ҫав тери ырӑ атмосферӑра пулать те ӗнтӗ ҫак уяв кунӗсен вӑйӗ! Шӑпах ҫакӑншӑн юрататпӑр эпир Ҫӗнӗ ҫула!
2024-мӗш ҫула ӑсатнӑ май пурне те тухӑҫлӑ ӗҫшӗн тата тăван района лайӑхрах тӑвас кӑмӑлшӑн тав тӑвас килет. Пӗрле ӗҫлесе, пирӗн чи лайӑх пахалӑхсене кӑтартса, эпир нумайне тума, мӗн тума шутланине пурнӑҫа кӗртме, пирӗн пӗрлехи ҫурта хӑтлӑрах тума пултартӑмӑр. Эпир ятарлă çар операцие хутшӑнакан ачасене пулӑшма мӗн май килнине пурне те тӑватпӑр. Вӗсем часрах киле ҫӗнтерӳпе таврӑнасса шанатпӑр!
Пурне те уяв ячӗпе саламласа, пурне те ырлăх-сывлӑх, тăнăçлӑх, пур пуҫарура та ҫитӗнӳсем сунатпӑр! Сирӗн килӗрсенче ҫутӑ, ӑшӑ пултăр, савӑнӑҫ хуçалантӑр! 2025 ҫул пире пурне те тӑнӑҫлӑхпа чечекленӳ кӳтӗр!
Район Совечӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администраци пуҫлӑхӗ А.М. ЗАРИПОВ.

 

 

 

Ҫывхарса килекен Çӗнӗ ҫул ячӗпе!
Ҫывхарса килекен Çӗнӗ ҫул ячӗпе!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: