Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уявсем
8 Мартӑн , 08:12

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламлатпӑр!

Пишпÿлек районӗнчи хаклӑ хӗрарӑмсем!

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламлатпӑр!
Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламлатпӑр!


Пишпÿлек районӗнчи хаклӑ хӗрарӑмсем!
Сире Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламлатпӑр!
Мартӑн 8-мӗшӗ пирӗншӗн пуриншӗн те яланах уйрӑм та питӗ пӗлтерӗшлӗ уяв. Этемлӗхӗн илемлӗ пайне — хӗрарӑмсене халалланӑскер, вӑл пирӗн пурнӑҫра чи кирли — аннене, ҫемьене тата ачасене юратни пулса тӑрать. Шӑпах ҫавӑнпа ӗнтӗ, тулта юр выртать пулин те, ҫак кун пирӗн чӗресене чӑн-чӑн ҫурхи ӑшӑпа, хӗвел ҫутипе тултарать, савӑнӑҫпа хавхалану парнелет.
Хаклӑ хӗрарӑмсем, эпир сирӗн илемӗрпе, хӗрарӑмлӑхпа, ытарайми черченлĕхпе савӑнатпӑр. Сирӗн ҫитӗнӗвӗрсемшӗн, пысӑк профессионализмшӑн, общество ӗҫ-хӗлӗшӗн тата гражданла позицишӗн чунтан хисеплетпӗр. Халӗ, пирӗн ҫӗршыв ятарлă çар операци ирттернӗ чухне, эсир волонтер юхӑмне хастар хутшӑнатӑр, передовойри боецсене пулӑшатӑр. Вӗсене пулӑшса, эсир пӗрлехи пысӑк ӗҫе пысӑк тӳпе хыватӑр. Тавтапуҫ сире ҫакӑншӑн!
Уйрӑм саламсем — пирӗн Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсен амӑшӗсене, арӑмӗсене, йӑмӑкӗсене. Пирӗн геройсемпе мăнаçланса, вӗсемшӗн кӗлтуса, эпир вӗсене хӑвӑртрах ҫӗнтерӳпе киле таврӑнасса кӗтетпӗр. Ҫак тахҫантанпа кӗтнӗ самант часах ҫитессе шанатпӑр.
Ҫак уяв умӗнхи чаплӑ кун сире пурне те юратупа телей сунатпӑр! Ҫитес ҫуркунне сире савӑнӑҫпа ӑнӑҫу кӳтӗр! Сирӗн мӗнпур ӗмӗтӗр пурнӑҫлантӑр! Пуҫ тӑрринче лӑпкӑ тӳпе пурне те сунатпăр!
Район Совечӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администраци пуҫлӑхӗ А.М. ЗАРИПОВ.

 

 

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламлатпӑр!
Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламлатпӑр!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: