Майӑн 28-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра Пограничник кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов ҫак уявпа пограничник ветеранĕсене, ҫавӑн пекех çак кунсенче чикӗ хӗрринче служба илсе пыракансене саламланă!
-Пограничниксен ветеранĕсен юхӑмӗ Пишпÿлек районӗнче чи йышлӑ та хастаррисенчен пӗри. Пурне те вĕсене лайӑх пӗлетӗп, сирӗн ҫинчен пурне те чи лайӑххине ҫеҫ калама пултаратӑп. Пуринчен малтан. Пысӑк та пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑн чӑн-чӑн патриочӗсем. Историне асра упраса хӑварма, мемориалсене хӑтлӑх кӗртме, ҫамрӑксене воспитани пама пулӑшатӑр. Пӗр пӗлтерӗшлӗ мероприяти те сирӗн пулӑшăвăрсӑр иртмест. Ҫакӑншӑн эпӗ сире чӗререн тав тӑватӑп. Паян вара Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен паркӗнче лайӑх мероприяти иртрĕ. Кашнинпе курнӑҫма хавас! Сире малашне те тивĕçлĕ чӑн-чӑн пограничниксем пек стройра пулма, ырӑ сывлӑх, вӑй-хал сунатӑп!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Артур Зариповăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/arturzaripov74