Çутă çул
-25 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уявсем
12 Июнӗн , 08:55

Раҫҫей кунӗпе чӗререн саламлатпӑр!

Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем! Хаклӑ ентешсем.

Раҫҫей кунӗпе чӗререн саламлатпӑр!
Раҫҫей кунӗпе чӗререн саламлатпӑр!
Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ ҫынсем! Хаклӑ ентешсем!
Сире Раҫҫей кунӗпе чӗререн саламлатпӑр!
Ҫак уяв пирӗншӗн кашниншӗн хӑйне майлӑ çывăх та хаклӑ. Пиртен кашнин вӑл тӑван ҫӗршыва — тӗнчери чи лайӑх та илемлӗ ҫӗршыва — юратма пӗрлештерет. Хӑвна аслӑ Раççейăн пӗр пайӗ пек туйни мӗнешкел телей. Нумай ӗмӗрхи хӑйне евӗрлӗ истори, ĕлĕкхи çынсен паттӑрлăхĕ, паттӑрла ӗҫӗсем, малтанхи ӑрусен ҫитӗнӗвӗсемпе ҫӗнтерӗвӗсем, малашлӑхалла туртӑнни — ҫакă пурте пирӗн Тӑван çӗршыв. Пирӗн, паллах, мухтанмалли те, хакламалли те, мӗншӗн ӗҫлемелли те, кӗрешмелли те пур. Ҫакна эпир каллех, ятарлă ҫар операцийӗ пынă май пӗтӗм ҫӗршыв пирӗн ҫӗнтерӳшӗн пĕрлешнинчен: малти линири боецсем, волонтерсем, пиртен кашниех пӗрлехи ӗҫе хӑйсен тӳпине хывнинче куратпăр. Шӑпах ҫак пӗрлӗхре пирӗн пулас ҫӗнтерӗвӗн никӗсӗ!
Сире пӗтӗм чӗререн ырлӑх, тӑнӑҫлӑх тата килӗшӳ сунатпӑр! Пур ӗҫсемпе пуҫарусенче те ӑнӑҫу пултӑр! Сирӗн мӗнпур шухӑшӑрсемпе туртӑмӑрсем Раççее аталантарма пулӑшаҫҫӗ!
Район Совечӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.М. ЗАРИПОВ.
 
 
Раҫҫей кунӗпе чӗререн саламлатпӑр!
Раҫҫей кунӗпе чӗререн саламлатпӑр!
Автор: Марина Иванова
Читайте нас