Саламлатпӑр!
Пишпÿлек районӗнчи потребкооперацин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!
Професси уявӗнче тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн чӗререн тав тунине йышӑнсамӑр.
Потребительсен кооперацийӗ районӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика ӳсӗмӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ шутланать, ял халӑхне чи кирлӗ таварсемпе тивӗҫтерес ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнать. Паян аталанса, лайӑхланса пырса районти потребительсен кооперацийӗ ҫынсене кирлӗ япаласемпе ҫирӗп тивӗҫтерет.
Коопераци ӗҫченӗсем ял ҫыннисемшӗн шанчӑклӑ тӗрев пулса тӑраҫҫӗ, кооперативри чи лайӑх йӑла-йӗркене упраса нумайлатаҫҫӗ.
Отраслӗн аталанӑвне хӑйсен пӗлӗвӗпе опытне хывнӑ ветерансене уйрӑмах тав тӑватпӑр.
Сире тата сирӗн ҫемйӗрсене пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, укҫа-тенкӗ енчен ырлӑх тата тӑван ҫӗршыв чечекленес тӗллевлӗ пархатарлӑ ӗҫре малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр!
Район Совечӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администраци пуҫлӑхӗ А.М. ЗАРИПОВ.