Июлӗн 27-мӗшӗнче Раҫҫей Тинӗс-Ҫар флочӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.
Ҫак кун РФ флочӗн мӗнпур ҫар ҫыннисемпе ветеранӗсен професси уявӗ шутланать.
Пишпÿлек ялӗнче Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен паркӗнче ҫак уява халалласа савӑнӑҫлӑ митинг иртнӗ. Мероприятие хутшӑнакансем мемориал умне чечексем хунă. Пухӑннисене Пишпÿлек район администраци пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Артур Галеев саламланă.
Унсӑр пуҫне митинга хутшӑнакансем Донбасри вӑрҫӑ хĕнлĕхĕсене лекнӗ ачасене те асӑннă. Шӑпах июлӗн 27-мӗшӗнче Донбасри вӑрҫӑ асапне тӳснӗ ачасене асӑнмалли ятарлӑ куна палӑртнӑ, ун чухне Донецк Халӑх Республикипе Раҫҫейӗн ытти хулисенче пурӑнакансем регионти ҫапӑҫусене пула вилнӗ ҫамрӑк ҫынсене аса илеҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.