Кӑҫал пӗрремӗш хут районти тӗп чӑрӑш Культура керменӗ умӗнче ӳсекен чӗрӗ пике пулӗ.
Ҫӗнӗ ҫулччен шутлӑ кунсем юлаҫҫӗ, ҫавӑнпа район центрӗн тӗп площадьне уяв умӗн хӗрӳ йĕркепе илемлетеççĕ. Каҫхи тата çĕрлехи вӑхӑтра ҫывӑхра вырнаҫнӑ офис ҫурчӗсем, витнӗ ҫуллахи эстрада тата куллен ешĕл чӑрӑшсем те гирляндăсемпе ҫуталса лараҫҫӗ ӗнтӗ. Кӑҫал пӗрремӗш хут районти тӗп чӑрӑш вӑрмантан кӳрсе килнӗ каснă чӑрӑш мар, Пишпӳлек ялӗнчи Культура керменӗ умӗнче нумай ҫул ӳснӗ чӗрӗ симӗс пикесенчен пӗри пулӗ. Ку эрнере ӑна Культура керменӗн ӗҫченӗсем Çӗнӗ ҫул теттисемпе илемлетме тытӑннӑ, гирляндăсене Алексей Владимирович Денисов ӑста ертсе пыракан электриксем ҫакнӑ. Вӗсем площадьре вырнаҫнӑ ытти сенкер чӑрӑшсене те илемлетнĕ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.