Пишпӳлекри 1-мĕш вăтам шкулти иккӗмӗш классенче Ҫӗнӗ ҫул уявĕ ҫутӑ та хаваслӑ иртнӗ! Ҫутӑ костюмсем, хастар ташӑсем тата хаваслӑ вӑйӑсем ачасене савӑнӑҫпа кулӑ тинӗсӗ парнеленĕ. Уяв атмосферине йĕркелеме юратнӑ юмахри персонажсем пулӑшнӑ: Карчӑк Яга, Снеговиксем, Усал тухатмӑш, Хӗл Мучи, Юрпике тата ыттисем те. Ачасем ҫӗнӗ ҫул юррисене шӑрантарнă, чӑрӑш тавра ташланă. Кулӑшла вӑйӑсене хутшӑннӑшӑн тата хӗл ҫинчен сӑвӑ вуланӑшӑн ачасем Хӗл Мучипе Юрпикерен пылак парнесем илнĕ. Уяв юмахри паттӑрсен саламĕсемпе вӗҫленнĕ. Вӗсем пур ачана та çӗнӗ ҫулта телей, сывлӑх тата кӑмӑлӗсене пурнӑҫлама суннă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210652587