Пишпӳлек районӗн хисеплӗ ҫыннисем тата хӑнисем! Хаклӑ ентешсем!
Сире пӗтӗм чӗререн Христос ҫуралнӑ ятпа саламлатпӑр!
Пирӗншӗн пуриншӗн те, тӗнне, пурнӑҫ ӗненӗвне пӑхмасӑр, ҫак уяв чи ҫутӑ та сумлӑ уявсенчен пӗри шутланать. Ырӑлӑх, шанăç тата лайӑххине ӗненни ҫӗнтернине палӑртса унӑн хаклӑхӗсем пиртен кашнишĕн ҫывӑх. Раштавӑн аслӑ пӗрлештерекен вӑйӗ шӑпах ҫакӑнта!
Ҫак уяв кунӗсенче сире пӗтӗм чӗререн ыррине кăна сунас килет. Атьӑр-ха, уяв сӗтелӗ хушшине пуҫтарӑнса, тӑвансемпе хутшӑнса, хӑнасене кӗтсе илсе, пӗр-пӗрне хамӑр чун-чӗрене кӑшт парнелер. Пӗрлехи савӑнӑҫа пайлӑпӑр, ҫывӑх ҫынсене пулӑшӑпӑр, ӑна кирлисене тӑрӑшӑпӑр. Тата, паллах, патриотла тивӗҫе шанчӑклӑ, халӗ пирӗн Тӑван ҫӗршывшӑн кӗрешекенсемшӗн кӗлтӑвар!
Христос çуралнӑ ятпа! Мир тата ырлӑх кашни киле!
Район Совечӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администраци пуҫлӑхӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан А.А. ГАЛЕЕВ.