Пишпӳлек районӗн хисеплӗ ҫыннисем!
Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗпе чун-чӗререн саламлатпăр!
Февралĕн 23-мӗшӗнче эпир хамӑр ҫӗршывра чи сумлӑ уявсенчен пӗрне - ҫар мухтавӗн, ҫарпа флот кунне - паллӑ тӑватпӑр.
Ку вӑл Раҫҫей никама пӑхӑнманлӑхне тата унӑн чиккисене тӗкӗнменлӗхне хӳтӗлес тӗлӗшпе ырми-канми тӑракансен уявӗ. Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсенче службӑра тӑракансен, Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн вӑй хуракансен уявӗ. Тӑван ҫӗршывӑн хӑрушсӑрлӑхӗпе ырлӑхне тӳпе хывнӑ ветерансен уявӗ вӑл.
Уйрӑм салам - СВО зонинче службӑра тӑракан пирӗн салтаксене. Сирĕн хастарлӑх, чыслӑх тата патриотла тивӗҫе парӑнни пĕтĕм чӗререн хисепе тивĕçлĕ! Ятарлă çар операцине хутшӑнакансен ашшӗ-амӑшне, арӑмӗсене тата тӑванӗсене саламлатпӑр. Пирӗн боецсемшӗн сирӗнпе пĕрле пӑшӑрханса, вӗсем хӑвӑртрах киле таврӑнасса кӗтетпӗр.
Ҫӗршывӑн пур кӗтесӗнче те ҫар хӗсметӗнче тӑракан салтаксемпе офицерсене, ҫар вӗренӳ заведенийӗсен курсанчӗсене, волонтерсене, хамӑр тӗрӗсех Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем тесе чӗнекенсене пурне те саламлатпӑр!
Сире ырă сывлӑх, телей, ырлӑх тата пуҫ тӑрринчи тӑнӑҫ тӳпе сунатпӑр! Ан тив, сирӗн ĕçĕрсем Раҫҫейӗн малашнехи аталанӑвӗпе чечекленӗвне пӑхӑнса тӑтӑр.
Район Совечӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администраци пуҫлӑхӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан А.А. ГАЛЕЕВ.