Çутă çул
+29 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
24 Майӑн 2019, 14:24

ПĔР ПĔТĔМ ПАТШАЛĂХ ЭКЗАМЕНĔ – ПРИГОВОР МАР

Май уйăхĕн 27-мĕшĕнчен шкул пĕтерекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсемшĕн хĕру тапхăр - Пĕр пĕтĕм патшалăх экзаменне тытасси - пуçланать. Кăçал тĕрĕслев витĕр республикăри 19 пин вĕренекен иртĕ.

Экзамен мĕнле йĕркепе иртет?

Палăртнă кун 9.00 сехете эсир экзамен тытмалли вырăна пыратăр. Йĕрке тăрăх, экзамена урăх шкулта ирттереççĕ. Икĕ хутчен, шкула тата класа кĕнĕ чух, паспортсене тĕрĕслĕç. Кам ăçта ларассине компьютер палăртĕ. Тепĕр вырăна куçма юрамасть.

Кашни ачана экзамен материалĕсемлĕ ятарлă пакет парĕç. Вĕрентекен инструктаж ирттерсе бланка мĕнле çырмаллине ăнлантарнă хыççăн 10.00 сехетре экзамен пуçланĕ. Предметне кура ĕçсене пурнăçлама 4 сехете яхăн уйăрĕç.

11-мĕш класран вĕренсе тухакансем аттестат илме йăлана кĕнĕ пекех вырăс чĕлхипе тата математикăпа (тĕп е профиль шайĕ) экзамен тытĕç. Тепĕр икĕ предмета хăйсем суйласа илĕç. Бланксене тĕрĕслесси 7-14 кун йышăнать. Результатсене ППЭн пĕрлĕхлĕ базинче, çак ссылкăпа сheck.ege.edu.ru/ тупма пулать.

Вĕренекенсен мĕнле ирĕк пур?

Кая юлса çитнĕ пулин те сире экзамена кĕртме тивĕç. Анчах та çухатнă вăхăта хушса памĕç.

Организаторсем юрăхсăр бланксене (ун пекки те пулма пултарать) улăштарса пама тивĕç.

Экзамен вăхăтĕнче туалета, медпункта тухма, хуравсем çырмалли бланксем, черновик ыйтса илме пултаратăр.

Маларах шутласа пĕтерекенсене аудиторирен тухма ирĕк параççĕ.

Хăвăра начар туятăр пулсан, экзамен ĕçне каялла парса резерв кунĕнче килме пултаратăр (ун пек чух врачран справка кирлĕ).

Аудиторие хăвăрпа пĕрле паспорт, хура черниллă гелевый текен ручка, шыв, шоколад, эмел, çаплах линейка, транспортир, программăсăр калькулятор илме юрать. Анчах карас телефонĕпе усă курма юрамасть. Уншăн экзаменран кăларса яма та пултараççĕ (çулталăк тăршшĕ экзамена çĕнĕрен тытма та ирĕк памĕç).

Экзамен тытаймарăр пулсан мĕн тумалла?

Хисеплĕ ашшĕ-амăшсем! Эсир ачăрсенчен те ытларах пăшăрханатăр пуль. Хăвăра алла илсе тĕпренчĕкĕрсене лăпланма пулăшăр. ППЭ - пурнăçри пĕлтерĕшлĕ самантсенчен пĕри пулсан та, чи татăкли мар. Экзамента путланни – приговор та, пурнăç вĕçленни те, шăпа çине хĕрес хывни те мар.

Пĕрремĕшĕнчен, экзамен эсир шутланă пек çав тери хăрушă та мар. Иртнĕ çулхи кăтартусем тăрăх вырăс чĕлхипе 0,4%, математикăпа (тĕп шай) 3,1% вĕренекен тытайман.

Иккĕмĕшĕнчен, асăннă проблемăна татса пама темиçе май пур. Тĕрĕсрех каласан, пиллĕк.

1) Пурне те тĕрĕс тунă тесе шутлатăр, анчах ĕçĕре урăхла хакланă пулсан аппеляцие пама пултаратăр.

2) Математикăпа тата вырăс чĕлхипе экзамента путлантăр пулсан, экзаменсене резерв кунĕсенче е кĕркунне тытма пултаратăр.

3) Мĕншĕн Мускаври аслă вĕренÿ заведенийĕ лайăх тесе шутлатăр? Пушкăртстанра та вĕренÿ заведенийĕсем сахал мар, çав шутра институтсем те. Хăш-пĕр института пысăк мар балсемпе те илеççĕ. Коммерци вырăнĕсене, куçăн мар тата каçхи уйрăма вĕренме кĕме, кĕркунне ППЭне çĕнĕрен парса бюджет вырăнĕсене куçма пулать.

4) Халĕ аслă вĕренÿ дипломĕ ĕçе илмелли тĕп критери мар. Пысăк корпорацисем сайра хутра çеç диплом ыйтаççĕ. Нумай колледжпа техникумра 9 класс хыççăн паракан аттестат кирлĕ, апла пулсан ППЭ результачĕсем татăклисем мар. Кунта эсир хăвăра килĕшекен интереслĕ профессие суйласа илме, ăна вĕренсе пĕтерсе малалла та пĕлĕвĕре ÿстерме май пур. Е тата тăваттăмĕш пунктри пек çулталăк вĕренмелле те çĕнĕрен ППЭ тытса аслă вĕренÿ заведенине кĕмелле.

ППЭне маларах тытма та пулать-и?

Пĕлĕвĕре онлайнра тÿлевсĕрех тĕрĕслесе пулать. Тĕслĕхрен, Яндекс сервисĕнче. Репетитор yandex.ru/tutor адреспа вырнаçнă. Авторсем çырнă тăрăх, пур задани те экзаменра пулаканни майлах. Вĕсене экспертсем хатĕрлеççĕ, çав шутра «СтатГрад» авторĕсем те. Кашни предметпа хатĕрленмелли вариантсемпе вĕсен хуравĕсем пур. ППЭ заданийĕсен каталогĕ кашни эрнерех çĕнелсе пырать.

Ыйтусем юлчĕç пулсан «Хĕрÿ линие» 8(347) 218-03-81, 218-03-28 номерсемпе шăнкăравлама пулать. Ĕç вăхăчĕ 9.00 сехетрен пуçласа 18.00 таран (канмалли кунсене шута илмесĕр).

Рособрнадзорăн хĕрÿ линийĕ: +7(495) 984-89-19.

Экзаменра йĕркене пăсни пирки шанăç телефонĕ çине шăнкăравласа пĕлтерме пулать: +7(495) 104-68-38.

ПР «Республика Башкортостан»

Издательство çурчĕн материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: