Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
28 Майӑн 2019, 12:30

ЮЛАШКИ ШĂНКĂРАВ ЯНĂРАНĂ

Шкул тапхăрĕ сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ — районти чылай ачашăн çак канмалли кунсенче юлашки шăнкăрав янăранă.

Пĕтĕмĕшле шкул шăнкăравне ирттермелли тĕп лаптăк районти Культура керменĕн умĕнчи лаптăк пулса тăнă. Кунта пурнăç çулĕ тăрăх хăйсем тĕллĕн пĕрремĕш утăм тума хатĕрленнисем пуçтарăннă. Çывăх вăхăтра ирĕклĕ пурнăç тутине туйма чăтăмсăр кĕтекен çитĕннĕ ачасене район пуçлăхĕн çумĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Артур Зарипов, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Вячеслав Иванов, ашшĕ-амăшĕн ятĕнчен Елена Арефьева саламланă. Вĕсем пĕр шухăшлă пулса шкул пĕтернĕ ачасене экзамен тĕрĕслевне ăнăçлă иртме тата шкул вăхăтне манмасса суннă. Саламсем хыççăн Культура керменĕ умĕнчи лаптăк çинче ташă-юрă пуçланнă — вальс, флешмоб, сцена çинчи номерсем — кашни выпускник таврари çынсене çамрăклăх хастарлăхĕпе савăнăçĕн пĕр пайне парнеленĕ, хăйсем те вĕсемпе пĕрле чунтан савăннă. Кашни çитĕннĕ çын ачасене ăнланнă, шăпах çак кун пуласлăха çул уçать, çамрăксен часах çул-йĕре тухма тивет.
Читайте нас: