Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
25 Июнӗн 2019, 17:20

Аван-и, пысăк пурнăç!

Кăларăм каçĕ çамрăклăхăн чи пĕрремĕш çутă пулăмĕ пулса тăрать.

Июнĕн 21-мĕшĕнче районти шкулсенче кăларăм каçĕсем иртнĕ. Кăçал вун пĕр класс вĕренсе пĕтернĕ 143 çамрăк, тăхăр класс вĕренсе пĕтернĕ 263 ача шкулпа сывпуллашнă.

Уроксем пĕтнĕ, экзаменсене панă, ППЭ сăмах тинех хăратмасть — кăштах лăпланма та юрать. Ĕнерхи шкул ачисем вĕрентекенĕсемпе, ашшĕ-амăшĕсемпе хăйсен çитĕнсе çитнине пĕлтерекен аттестачĕсене илме килнĕ.

РФ Вĕрентÿпе наука министерствин приказĕпе килĕшÿллĕн шкул веренсе пĕтернĕ 17 çамрăк «Вĕренÿри уйрам çитĕнÿсемшĕн» медаль тата палăртуллă аттестат илнĕ. Ăна Пишпÿлекри 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулсенчен тăватшар выпускник, иккĕшĕ Хушăлкари вăтам шкултан, Аитран, Пăслăкран, Демскинчен, Йăлпăлактамакран, Кăркантан, Михайловкăран, Сухоречкăран пĕрер выпускник тивĕç пулнă.

Пĕр кăларăм каçĕ те савăнăçпа тунсăх куççулĕсемсĕр иртмен. Лайăх паллăсемшĕн, ачасем çитĕнсе çитнĕшĕн савăнни тата хыçра юлнă ачалăхшăн тунсăх… Шкул вĕренсе пĕтерни — ĕнерхи шкул вĕренекенĕсен пурнăçри пĕрремĕш йывăр тапхăр. Малта — аслă пĕлÿ паракан вĕрентÿ заведенисене вĕренме кĕресси тата пурнăçа кĕртмелли пысăк плансем.

Галина ВАРИКОВА.
Читайте нас: